Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районта - пичет министрĕ

Эрнекун, февралĕн 16-мĕшĕнче, районта ЧР информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ А. Иванов ĕçлĕ çул çỹревпе пулчĕ. Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Селивановпа тата "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕпе А. Козловпа тĕл пулчĕ.

Александр Степанович редакципе администраци хушшинчи хутшăнусемпе кăсăкланчĕ. Рудольф Васильевич Юхмапа Пăла тăрăхĕн пурнăçĕпе кĕскен паллаштарнă май вырăнти массăллă информаци хатĕрĕпе килĕштерсе, ăнланса вăй хунине палăртрĕ.

Министр редакци коллективĕпе те курнăçрĕ. Хаçат республикăра лайăххисен шутĕнче пулнине каларĕ. Малашне тата та кăсăклăрах материалсем çырма, илемлĕрех калăплама сунчĕ.

А. Иванов министр Патăрьелне пушă алăпа килмен. "Авангард" хаçат редакцийĕн обществăпа политика пурнăçне çутатакан редактора А. Егоровăна республикăри "Чăваш Ен террора хирĕç" конкурсра иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ ятпа саламларĕ(ỹкерчĕкре).

(Хамăр корр.).



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2018
13:51
Поделиться