Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Методика фестивалĕ иртрĕ

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентекенсен районти методика фестивалĕ улттăмĕш хут иртрĕ. Пĕлỹ çуртĕнче пĕрремĕш хут пулчĕ пулсан та ăна тивĕçлĕ шайра йĕркеленĕ. Учительсемпе вĕренекенсем хатĕрленĕ юмах композицийĕ пурне те тыткăнларĕ.

Фестивале хутшăнакансем çулран-çул йышланса пыраççĕ, хăйсен опычĕпе паллаштараççĕ. Кăçал та ăмăртăва 46 вĕрентекен килчĕ. Учительсем уçă уроксенче, мастер-классенче, творчество ĕçĕсенче пултарулăхĕсене кăтартрĕç. Çĕнĕ стандартпа килĕшỹллĕн заняти ирттерессипе Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти О. Петрова, О. Спиновăпа Е. Николаева палăрчĕç. Класс тулашĕнчи мероприятие çак шкулти М. Сугутская лайăх йĕркелерĕ.

Педагогсен ĕçне Л. Лялина шкул директорĕ, район администрацийĕн вĕрентỹ пайĕн информаципе методика центрĕн директорĕ Ю. Миронова, творчество ушкăнĕн ертỹçи С. Урукова пысăка хурса хакларĕç.

М. ВЛАДИМИРОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2018
14:10
Поделиться