Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Марафон старт илнĕ

Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Шупашкарти Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыр кăмăллăх марафонĕ старт илнĕ. «Раççей ача-пăча фончĕн» Чăваш регион уйрăмĕ кăçал 30 çул тултарнă. Çавна май уява пухăннисене юбилей ячĕпе Чăваш регион уйрăмĕн правленийĕн ертÿçи Юрий Кислов саламланă.

«Марафон пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, – тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев маллала сăмах илнĕ май. – Пĕрремĕшĕнчен, ырă ĕç тăватпăр эпир, иккĕмĕшĕнчен вара марафон урлă ача-пăчана воспитани паратпăр. Аслисем сăваплă ĕç пурнăçланине курса ÿсеççĕ вĕсем».

Пĕлтĕр ыр кăмăллăх марафонне республикăра 1600 ытла çын хутшăнса 8 млн тенке яхăн укçа пухнă.

Аса илтеретпĕр, марафонра пуçтарнă нухрата нумай ачаллă, çитмен пурнăçпа пурăнакан çемьесене пулăшма, больницăсем валли çĕнĕ оборудованисемпе препаратсем, вĕренÿ учрежденийĕсемпе ача çурчĕсем валли сĕтел- пукан, тетте, кĕнеке туянма усă кураççĕ.

А. ИВАНОВ

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2018
13:49
Поделиться