Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Курмалли кунта пурах

Çак кунсенче пирĕн районта республикăри "Чăваш Ен - ачалăх хỹтĕлевçи" автокараван пулчĕ. Ăна Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта кĕтсе илчĕç. Хăнасене малтанах ача садне çỹрекенсем Çăварние йыхравларĕç. Шкул фойинче вара вĕренекенсем тутар халăх ташшине ташларĕç.

Мероприятие прокуратура, следстви, социаллă хỹтлĕх пайĕсен, культура, медицина ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен ертỹçисем, шкул директорĕсем, вĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсем, социаллă педагогсем, педагог-психологсем, класс ертỹçисем, ачасен ашшĕ-амăшĕ тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Мĕншĕн Тутар Сăкăтне суйласа илнĕ? - тейĕ вулакан. Ахальтен мар. Çак ялта ăнăçсăр çемье çук. Кунти çитĕнекен ăру йĕркене пăсса çул çитменнисен шутĕнче нихăçан та тăман. Çакна аксакалсем те çирĕплетеççĕ.

Ăнăçу - шкул коллективĕпе ашшĕ-амăшĕ пĕрле килĕштерсе ĕçленинче. Ял хавалĕ пысăк вĕсен. Ачисем аслисен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса çитĕнеççĕ. Тĕпре вĕсен çурт никĕсне тытса пыма яланах ывăл юлатех. Шкулта волонтерсен ушкăнĕ пур. Вĕсем тĕрлĕ акцие хутшăнаççĕ. Çав шутра аслисене пулăшассине, пăхассине мала хураççĕ. Ачасене çак ĕçре педагогсем, ашшĕ-амăшĕ, общественность та пулăшса пырать. Вĕсен чĕнĕвĕ те çакна çирĕплетет "Эпир - пĕрле!" Вĕренекенсем акт залĕн сцени çинче хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Кабинетсенче вара ял хастарĕсем ачасемпе хушма занятисем ирттерчĕç. Вĕсем хут купăспа выляс, тĕрĕ тĕрлес, юрлас, ташлас, тутлă апат пĕçерес... ăсталăхсене алла илчĕç. Занятисене ялти ăстасем ирттерчĕç.

Коллектив Пĕтĕм Раççейри "Шкул малашлăхĕ" форумра "Эпир- пĕрле!" инновациллĕ проектпа хутшăнса Раççейри 2016 çулхи 100 лайăх шкулсен йышне кĕме тивĕç пулнă. Шкул директорĕ Г. Сабитова патшалăх политикин Департаменчĕ йĕркеленĕ конкурсра "Шкул директорĕ-2017" диплома тивĕçнĕ. Çав ятпа ăна район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ, финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова саламларĕ.

Шкул ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ. Çакна хăйĕн сăмахĕнче район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультура тата спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова та çирĕплетрĕ. Ирина Петровна шкул коридорĕнчи стендсем те воспитани ĕçĕнче витĕм кỹнине палăртрĕ.

ЧР вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствин представителĕ С. Ильина ачасене хỹтлĕхе илес тĕлĕшпе пирĕн район кăтартуллă ĕçлесе пынине палăртрĕ. Район прокурорĕ Н. Осипов пĕрлехи ĕç çул çитменнисем йĕркене пăсассине чакарма пулăшнине çирĕплетрĕ. Районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн ертỹçи А. Иванов профилактика ĕçĕ çинче чарăнса тăчĕ.

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулăн çĕнĕ çуртне 2013 çулта хута янă. Хăтлă та илĕртỹллĕ вăл. Йĕрке те çирĕп шкулта. Нихăш ачан аллинче те кĕсье телефонĕ çук. Кашни 6 вĕренекене пĕр компьютер тивĕçет. Вĕрентекенсен вăтам çулĕ 43-45 çул. Пурте аслă пĕлỹллĕ, аслă тата пĕрремĕш категориллĕ.

Малалла мероприятие хутшăннисем секцисем çине пайланса ĕçлерĕç. Вĕсенче актуаллă темăсене хускатрĕç, ачасене пăхса ỹстерес ĕçри çемье тата шкул коллективĕн пĕлтерĕшне çутатрĕç. Специалистсем уйрăм занятисем, тренингсем ирттерни те вырăнлă пулчĕ.

Автокараван ертỹçисем Тутар Сăкăт шкулĕн паха ĕç опытне республикăри ытти вĕрентỹ учрежденийĕсенче сарма кирлине палăртрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 февраля 2018
14:02
Поделиться