Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кăтартусем курăмлă, тĕллевсем пысăк

2017 çул истори страницине çырăнса юлчĕ, çавна май февралĕн 9-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕç тата кăçалхи тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлăва ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, финанс министрĕ С. Енилина, ЧР строительство, архитектура тата коммуналлă çурт-йĕр хуçалăх министрĕ В. Михайлов, ЧР экономика, промышленность тата суту-илỹ аталăнăвĕн министрĕн çумĕ И. Антонова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ К. Ермолаев, район пуçлăхĕ М. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, депутатсемпе ял тăрăх пуçлăхĕсем, вĕрентỹ учрежденийĕсен директорĕсем, ял хуçалăх ертỹçисем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Мероприяти сумлă чыславран пуçланчĕ. Раççей, республика шайĕнчи Хисеп грамотисене, ЧР Пуçлăхĕн стипендине, "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнисене Чăваш Ен тата район ертỹçисем саламларĕç. Çакăн хыççăн ĕçлĕ тапхăр пуçланчĕ. М. Игнатьев район 2017 çула ăнăçлă вĕçленине, анчах хăш-пĕр отрасльте çитменлĕхсем пуррине, вĕсене кăçал пĕтерессе шаннине пĕлтерчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, вăл лайăх енсемпе пĕрлех начаррисене те асăнса хăварчĕ (районăн социаллă экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕпе хаçатăн иртнĕ номерĕнче - февралĕн 9-мĕшĕ, 10№ - тĕплĕн паллаштарнăччĕ). Юхма ен тата та ытларах аталантăр тесен кашни ял тăрăхĕн, ял хуçалăх предприятийĕн тăрăшса ĕçлемеллине каларĕ.

Культурăпа кану центрне пухăннисем, Республика Ертỹçи канашлу пуçламăшĕнче сĕннĕ пекех, хăйсене хумхантаракан ыйтусене те пачĕç. Чи пĕрремĕш сăмах илекенни Туçа ял старости А. Салмина пулчĕ. Вăл республика, район ертỹçисене Туçасене 20 çул ытла хумхантаракан ыйтăва татса пама пулăшнăшăн, клуб-спортзала ĕçлеттерсе янăшăн, панă сăмаха çилпе вĕçтерменшĕн тав турĕ. Халăха юлашки вăхăтра пăшăрхантаракан сĕт хакĕн ыйтăвне те çĕклерĕ.

- Сĕт хакне ỹстерес тесен хамăрăн та тăрăшмалла: унăн пахалăхне лайăхлатмалла. Чĕрĕ продукцие нумайăшĕ шывпа хутăштарса сутаççĕ, - терĕ Р. Селиванов. ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев ку ыйтупа Раççей шайĕнче те ĕçленине пĕлтерчĕ, çавăн пекех ветеринарсене уйрăм усламçăсене кирлĕ документсене панă чухне тимлĕрех пулмаллине каларĕ.

Патăрьелĕнчи Ленин урамĕнчи çула иртнĕ çул тĕплĕн юсамаллаччĕ, анчах строительсем çу каçа та йĕркеллĕ тăрăшмарĕç. Çурма çулта чарăнсах ларчĕç. Район çыннисене пуçăннă ĕçе вĕçне çитерме кăçал укçа уйăрасси те кăсăкланатарчĕ. М. Игнатьев тулли хурав панă май тендр выляса илнĕ асфальт саракан "Партнер-холдинг" подрядчикпа чăрмавсем сиксе тухнине, вăл тата икĕ районта çапла хăтланнине, ăна "хура списока" кĕртнине пĕлтерчĕ. Малашне "пĕр кунлăх фирмăсем" тендра кĕрейменнине асăнчĕ.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне ачасем икĕ сменăпа вĕренни канăçсăрлантарать. ЧР финанс министрĕ С. Енилина район бюджетне анализ туса панă чухне Табаков урамĕнче вырнаçнă ача садне (пĕр вăхăт кунта И. Ульянов ячĕллĕ университетăн Патăрьелĕнчи филиалĕн вĕренмелли уйрăмĕ пулнăччĕ) кĕçĕн классене вĕрентмелли пĕлỹ çурчĕ валли реконструкцилеме укçа уйăрнине каларĕ. Регион Ертỹçи районăн пĕрлештернĕ бюджечĕн тупăш пайне ỹс- тересси патне пысăк тимлĕх уйăрма, "сăрă" укçа-тенкĕпе халăха тивĕçтерессинчен асăрханассине, çурт-йĕр ыйтăвĕсене çивĕч тĕрĕслеве илме хушрĕ.

Канашлура çавăн пекех ЧР строительство, архитектура тата коммуналлă çурт-йĕр хуçалăх министрĕ В. Михайлов, ЧР экономика, промышленность тата суту-илỹ аталăнăвĕн министрĕн çумĕ И. Антонова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ К. Ермолаев, район пуçлăхĕ М. Петров тухса калаçрĕç. Пĕтĕмлетĕве Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев турĕ. Вăл çынсенче чунлăха упраса хăварасси, ачасенче патриотлăх, ырăлăх туйăмĕсене вăратасси малта пулмаллине, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕн пĕрле килĕштерсе вăй хумаллине, хамăрăн йăла-йĕркене упраса хăвармаллине пĕлтерчĕ.

- Çынсем тăн-тăнлăхшăн, ыранхи куна шанасшăн, çывăх вăхăтра хăйсене мĕнле хăтлăх пулассине пĕлесшĕн, - терĕ М. Игнатьев район администрацине тата çынсене яваплăха туйса ĕçленĕшĕн тав туса çитĕнỹсем суннă май.

О. ПАВЛОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2018
12:10
Поделиться