Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентеше асра тытса

Шăнкăртам ял тăрăхĕнче Хĕрлĕ Çăлтăр орден кавалерне М. Валитов воин-афганеца халалласа йăлана кĕнĕ кĕрешекенсен "Корэш" турнирĕ иртрĕ. Унта хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, финанс министрĕ С. Енилина, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Валитов тата ыттисем саламларĕç.

Афганистан çĕрĕнче пирĕн районтан 7 салтак пуçне хунă. Вĕсенчен пĕри - Минхайдяр Валитов. Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссарĕ Е. Семенов хăйĕн сăмахĕнче иртнĕ кунсене куç умне кăларчĕ. Çавăн пекех Эсхат Мтеевпа Минтагир Фаткуллов воин-афганецсене тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçĕсемшĕн Раççейри Афганистан ветеранĕсен канашĕн орденĕпе наградăларĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М. Валитов спортпа физкультурăна аталантарас ĕçе хастар хутшăнакансене наградăсемпе чысларĕ.

Ăмăртусене районти ял тăрăхĕсен 4 тата Тутарстанăн 1 команди хутшăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсем дипломсене, парнесене тивĕçрĕç.

А. ИВАНОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2018
10:55
Поделиться