Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пограничниксем хăйсен "энциклопедине" чăтăмсăррăн кĕтеççĕ

Районта тĕрлĕ çар чаçĕнче службăра пулнисем хăйсен пĕрлĕхне туса хуни пулас салтаксемшĕн, шкул ачисемшĕн ырă тĕслĕх. Вĕсенчен пĕрисем - пограничниксем. Чикĕ хуралçисен ветеранĕсем Юхмапа Пăла тăрăхĕнче сахал мар. Çăмăл мар, çав вăхăтрах яваплă службăра пулнă салтаксемпе кĕскен паллаштарас тĕллевпех вĕсем иртнĕ çул кĕнеке кăларма пикенчĕç. Тĕрĕссипе, "энциклопедийĕн" пысăк пайне типографине çитернĕ те. Тепĕр 150 пограничник пирки информаци пулманран çеç пуçаруçăсем пичет ĕçне нарăс вĕçĕччен тăснă. Çавăнпа та мĕн пур çырупа сăн ỹкерчĕке çак кунсенчех Патăрьелĕнчи "Россельхозбанкра" ĕçлекен Анатолий Быков патне çитермелле. Кая юлнă хыпар кĕнекене кĕреймĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 февраля 2018
11:16
Поделиться