Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пулас пенси хамăртан килет

Январĕн 19-мĕшĕнче РФ Пенси фончĕн республикăри Управленийĕ районти уйрăмсене явăçтарса видеоконференци ирттерчĕ. Пенси фончĕн управляющийĕ Роза Кондратьева 2018 çулхи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ, журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕ.

Роза Алексеевна кăçал пенсионерсене мĕнлерех çĕнĕлĕхсем кĕтни çинчен каласа пачĕ. Çавăн пекех тивĕçлĕ канăва тухнисене компьютерпа вĕрентмешкĕн кăçал ятарлă укçа уйăрнă. Çĕнĕлĕхсенчен тепри вăл - ашшĕ-амăшĕ пăрахнă ачасене хỹтлĕх парса пенси уйăрни. Халиччен ун пек пособи илмен пулнă.

Малашне пенсие каякан çыннăн ĕç стажĕ çитмест пулсан, вăл тивĕçлĕ канăва каярахпа анчах кайма пултарать. Ун пеккисен йышне Совет саманинче ирĕкрен хăтарнисем кĕреççĕ, тĕрмере ларнă вăхăт стажа кĕмест. Пирĕн республикăра хальлĕхе 8 çынна пенси пама хирĕç пулнă. Вĕсен йышне Пенси фондне кирлĕ документсем тăратманнисем кĕреççĕ. Хăшĕ-пĕрин паспорт та çук иккен.

Çĕнĕ саккунпа 2025 çулта тивĕçлĕ канăва тухмашкăн 15 çулпа танлашакан стаж тата пенси балĕ 30тан кая мар пулмалла. Унсăрăн çын страхлав пенсине илеймест.

Ларура иккĕмĕш е ытларах ачашăн амăшне паракан капитал пирки те ыйтусем пулчĕç. Вĕсем пирки те Роза Алексеевна тĕплĕн ăнлантарса пачĕ. Ку пособие парассине патшалăх 2021 çулхи раштавăн 31-мĕшĕччен тăснă. Унпа вара çемьен пурнăçне лайăхлатма, çурт е хваттер илме, аслă ачисене вĕрентнĕ çĕре тата ытти ачисене садика çỹретнĕ çĕрте усă курма пулать.

"Çамрăксем ĕçе кỹлĕннĕ малтанхи кунран пуçласах пулас пенси виçине пысăк витĕм кỹ ме пултараççĕ. Çавна май ăна ỹстермелли майсене малтанах ăса хывмалла", - пĕтĕмлетрĕç видеоконференцине хутшăннисем.

Н. МАЗЯКОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 января 2018
14:01
Поделиться