Патăрьел районĕ
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ял тăрăхĕсен официаллă сайчĕсен 2017 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Конкурсра Тури Туçа ял тăрăхĕн сайчĕ 1-мĕш вырăн йышăннă. Патăрьелсемпе лманчăсем иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Пĕлтĕрхи кăтартусем тăрăх Ишлĕ, Аслă Чемен, Шăхач, Ыхраçырми, Çĕньял тата Шăнкăртам ял тăрăхĕсем лайăхрах ĕçлеме пуçланă. Нăрваш Шăхаль, Турхан ял тăрăхĕсен администрацийĕсен сайчĕсем пуянланнă. Пăлапуç Пашьелсем, Кзыл-Чишмасем, Тутар Сăкăчъсем информацие вăхăтра вырнаçтарнине, пурнăçпа тан утма тăрăшнине палăртнă.
"Хыпар"