Хисеплĕ ят панă
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2018 çулхи январĕн 18-мĕшĕнче кăларнă 3-мĕш указĕпе килĕшỹллĕн педагогика тата воспитани ĕçĕ-хĕлĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулти ОБЖ преподаватель-организаторне Юрий Иванович Васюткина "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ" хисеплĕ ят панă.
"Авангард" (газета Батыревского района)