Патăрьел районĕ
Пĕтĕм Раççейри конкурс пĕтĕмлетнĕ тăрăх, Тутар Сăкăтĕнчи Гельнур Сабитова «Шкул директорĕ - 2017» конкурс дипломанчĕ» ята тивĕçнĕ. Асăннă конкурса шкул директорĕсен пултарулăхĕпе ăсталăхне аталантарас, чи хастаррисене палăртас, вĕсене хавхалантарас тĕллевпе ирттереççĕ. Ăна йĕркелекенсем - РФ Вĕрентỹпе наука министерстви тата Сентябрь» издательство.2017 çулхи конкурсăн теми «Раççей шкулĕ, çитĕнỹ çул-йĕрĕ». Перремĕш тапхăрта Гельнур Сабитова «Вĕренỹре кая юлманнисемсĕр шкул, манăн ертсе пырас ăсталăх» эссе çырнă. Иккĕмĕш тапхăрĕнче «Шкул ăнăçлăхĕнчи манăн тỹпе» видеоматериал тăратнă.
"Хыпар"