Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пултаруллисене – стипенди

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2017 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнчи 492-рг номерлĕ хушăвĕпе килĕшÿллĕн пултарулăхри ăнтăлушăн республикăри 1000 çамрăк кăçал уйăхсерен 1830 тенкĕ укçа илсе тăрĕ. Вĕсем сумлă стипендие вĕренÿри, наукăри, тĕпчев ĕçĕнчи, производствăри, бизнес-проект тăвас, обществăлла ĕçри, спортри çитĕнÿсемшĕн тивĕçнĕ. Стипендиатсем хушшинче пирĕн районти 28 каччăпа хĕрĕн хушамачĕ те пур.

Ангелина Ананьева, Ирина Дубинина, Карина Фролова Аслă Чементи вăтам шкулта, Александр Баринов, Алексей Григорьев Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче, Ольга Гордеева, Лидия Храмова Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта,Эвелина Комиссарова, Павел Кошкин, Полина Краснова, Евгения Филиппова Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта, Никита Кузнецов, Анастасия Романова Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ вăтам шкулта, Юлия Сымова, Дария Тихонова Турханти вăтам шкулта, Инсаф Хакимов, Василя Салихова Тутар Сăкăтри вăтам шкулта, Адиля Курякова Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта, Анастасия Сельцова Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта, Александр Сеприханов Туçари вăтам шкулта вĕренеççĕ. Мария Кальметова – районти ачасене хушма пĕлÿ паракан ăсталăх çурчĕн «Патриот» ушкăнĕн, Виктор Медведев – районти ачасене хушма пĕлÿ паракан ăсталăх çурчĕн «Ассорти» ушкăнĕн, Николай Мазяков – районти ачасене хушма пĕлÿ паракан ăсталăх çурчĕн «Паттăр» ушкăнĕн, Марат Купкенов – «Паттăр» ФСКари ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн, Ризиля Шрша – Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн хастарĕсем. Динар Карнеев – Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕн механизаторĕ, Радия Чуварова – Патăрьелĕнчи ача-пăча искусство шкулĕн преподавателĕ, Алена Петрова – халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрăн Патăрьелĕнчи уйрăмĕн заведующийĕ.

ЧР Пуçлăхĕн стипендине 2002 çултанпа параççĕ.

 А. Иванов



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 января 2018
10:25
Поделиться