Полицейски-Хĕл Мучи ачасене савăнтармаллипех савăнтарнă!
Районта Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем уйрăмах ачасемшĕн хаваслă та кăмăллă иртнĕ. Инçе çултан çитнĕ шурсухал ача сачĕсемпе шкул коллективĕсенче çеç мар, уйрăм çемьесене те çитме ĕлкĕрнĕ. Акă, полицейски-Хĕл Мучипе унăн ушкăнĕ - РФ ШĔМĕн районсем хушшинчи "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ А. Фомин, район полицийĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен пай инспекторĕсем А. Каргина полици капитанĕпе А. Никифоров лейтенант, районти депутатсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ, район полицийĕ çумĕнчи обществăлла канаш членĕ П. Перепелкин - уяв кунĕсенче нумай ачаллă, йывăр шăпаллă çемьесенче çитĕнекен ачасене пылак çимĕçпе савăнтарнă, Çĕнĕ çулта пурне те сывлăх, телей, ăнăçу суннă.