Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕр кунтах икĕ юбиляра саламланă

Хисеплĕ вăрçă ветеранĕсене, участникĕсене, тыл хастарĕсемпе салтак арăмĕсене юбилей ячĕпе Раççей Президенчĕн ятран çырнă открыткипе район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн салам сăмахĕсемпе парнине сумлă лару-тăрура парас йăлана чăннипех те ырламалла.

Эрне пуçламăшĕнче çеç çакнашкал чыса Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен харăсах икĕ ветеран - Анат Чакăри Вера Григорьевна Шурбина (90 çул) тата Люляри Ия Сергеевна Дубинина (95 çул) тивĕçнĕ. Вĕсем иккĕшĕ те тыл паттăрĕсем, салтак арăмĕсем. Урăхла каласан, çĕршывшăн йывăр вăхăтсенче ырми-канми ĕçленĕ хастарсем.

Тĕл пулура ĕç ветеранĕсем хăйсем утса тухнă çăмăл мар вăхăтсене аса илнипе пĕрлех ватăсене çакăн пек тимлĕх уйăрни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, хисепшĕн чун-чĕререн тав тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 декабря 2017
09:20
Поделиться