Пултаруллă та хастар тухтăр
Ашшĕ-амăшĕшĕн чи пысăк савăнăç вăл - ачисем пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр суйласа илни, çитĕнỹсем туни, телей тупни... Патăрьелĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Г. Айзетулловăпа ăна кун çути парнелекенсем чăннипех те мухтанма пултараççĕ. Гузель Рафаиловна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкултан вĕренсе тухнă. Пĕлỹ пухнă чухне районти "Чи лайăх вĕренекен" хисепе тивĕçнĕ. Аллине аттестат илнĕ хыççăн куккăшĕн тата аппăшĕн çулĕпех утма шут тытнă, çавна май Шупашкарти И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Хĕрлĕ дипломпа пĕтернĕ хыççăн Саратовра аспирантурăра ăс пухнă. Гузель Рафаиловна медицина наукисен кандидачĕ. Сăмах май, амăшĕн тăванĕ те, Миннадир Ахмергалиевич Купкенов, медицина наукисен кандидачĕ, паллă хирург пулнă. Шел пулин те, 5 çул каялла аваринче пурнăçĕ татăлнă. Шăпах унăн ĕçне малалла тăсать те ĕнтĕ Г. Айзетуллова. Вăл хальхи вăхăтра Шупашкарти ветерансен клиникинче тăрăшать. Вăй хунă вăхăтрах обществăлла ĕçсене хастар хутшăнать. Тухтăр октябрь уйăхĕнче Сочире иртнĕ студентсен Пĕтĕм тĕнчери XIX фестивальне те хутшăннă, унтан тулли кăмăлпа таврăннă.
Çамрăкра вăй вĕрет тесе ахальтен каламаççĕ çав. Гузель Рафаиловна çемйи валли те вăхăт тупать. Мăшăрĕпе вăл ывăл çитĕнтерет.
О. ПАВЛОВА