Пĕрлехи информаци кунĕ
Ыран, раштавăн 20-мĕшĕнче, республикăра, çав шутра районта та Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн тĕп темисем: 2018 çулта иртекен Раççей Президенчĕн суйлавĕпе çыхăннă ыйтусем, Раççей Федерацийĕнче тата Чăваш Республикинче демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли мерăсем, республикăра Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче, çавăн пекех 2017-2018 çулсенчи хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси çинчен.
Информаци кунне хутшăнакан ушкăнсем районти тĕрлĕ ялта, предприяти-организацинче пулса ĕç коллективĕсемпе курнăçĕç, кăсăклантаракан ыйтусене хуравлĕç.
"Авангард" (газета Батыревского района)