Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Лару иртнĕ

Наркотика хирĕç кĕрешекен комиссин ларăвĕ иртрĕ. Унта ку енĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнче профилактика ĕçĕ мĕнле пынине пăхса тухрĕç.

"Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер" акци пĕтĕмлетĕвĕпе район администрацийĕн вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ И. Рубцова паллаштарчĕ. Шалти ĕçсен пайĕн "Батыревский" уйрăмĕн представителĕ С. Селиванов, районти тĕп больница наркологĕ Н. Надина Раççей Федерацийĕн Правительствин 2012 çулхи февралĕн 14-мĕшĕнче кăларнă 202-мĕш номерлĕ хушăвĕсене мĕнле пурнăçа кĕртсе пыни çинче чарăнса тăчĕç.

Комиссин 2017 çулхи ĕçĕ-хĕл-не унăн секретарĕ Н. Анисимов çутатрĕ.

(Хамăр корр.)

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 декабря 2017
15:57
Поделиться