Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Капăр чăрăш хăнасене хапăл пулчĕ

Иртнĕ эрнекун, раштавăн 15-мĕшĕнче, таврана каç сĕмĕ çапсан район администраци çурчĕ умĕнчи капăр чăрăш халăха уява пуçтарчĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕн тĕп елкине сумлă лару-тăрура уçнă май район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов иртсе пыракан çулталăка пĕтĕмлетрĕ, çывхарса килекен Çĕнĕ çула сывлăхпа, çĕкленÿллĕ кăмăлпа кĕтсе илме ăнăçусем сунчĕ.

Хăнасене уяв программи савăк туйăм парнелерĕ. Вĕсем юмахри сăнарсемпе  пĕрле чăрăш тавра карталанса ташларĕç те, юрларĕç те. Çавăн пекех ял тăрăхĕсенчен килнĕ Хĕл Мучисемпе Юр пикесен парадне те йĕркелерĕç. Çак самантран районта Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем старт илчĕç.

       (Хамăр корр.).



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 декабря 2017
15:24
Поделиться