Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асăрханулăх кирлех

Пирĕн çĕршывра пневмони чирĕ те палăрмасăр юлмастех. Ытларах чухне вăл çынна ỹсĕрнĕ, калаçнă чухне ерет. Урăхла каласан сывлăш урлă. Çакăн чухне ỹт температури ỹсет, типĕ ỹслĕк палăрать, сывлама кансĕрленет, кăкăр тĕлĕ ыратать.

Чир ан ертĕр тесен мĕн тумалла-ха? Физкультурăпа, спортпа туслă пулмалла. Пирус туртассине, сăра-эрех ĕçессине сивлемелле. Уçă сывлăшра ытларах уçăлса çỹремелле.

Апатра белоксем, микроэлементсем, витаминсем çителĕклĕ пулмалла. Вĕсем улма-çырлара, пахча-çимĕçре, аш-какайра, пулăра, сĕтре тата ун продукчĕсенче самаях.

Сивĕсем пуçланиччен, вируслă инфекцисем сарăлма пикениччен грипран прививка тутарни вырăнлă.

Сивĕ çанталăкра ăшă тумланмалла. Тарласран асăрханмалла. Пỹлĕмсене уçăлтармалла, тирпей-илеме тытсах тăмалла. Алăсене час-час çумалла, сăмса шăтăкĕсене сăтăрмалла.

Чирлĕ çынсемпе хутшăнассинчен пăрăнмалла, маскăпа усă курсан аван.

О. ТОКМАКОВА, Роспотребнадзор управленийĕн территори пайĕн начальникĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 декабря 2017
15:58
Поделиться