Патăрьел районĕ
Салари тĕп библиотекăра кунти хĕрарăмсен канашĕн пуçарăвĕпе «Хĕрарăм алли ăсталанă хитре япаласем» курав уçăлнă. Ăна Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă. Экспозицире — Патăрьелте пурăнакан Светлана Кудрявцева ал ăсти тĕрленĕ картинăсем. Светлана Николаевна Шупашкарти коопераци институтне пĕтернĕ хыççăн суту-илÿ сферинче тĕп бухгалтерта, Патăрьел райадминистрацийĕнче ĕçленĕ. Вăл тĕрлеме, çыхма юратать, чечексем ÿстерет. Унăн тĕрленĕ картинисенче тĕп вырăнта — çут çанталăк, тăван тăрăх илемĕ, чун илемĕпе хăйсен патне туртакан çынсем. Библиотекăра унăн куравне пĕрре кăна мар йĕркеленĕ. Куракансем ăна кашнинчех ăшшăн йышăнаççĕ.
"Хыпар"