Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хамăрăн артистсем ютрисенчен мĕнрен кая?

Чылай чухне пире аякран килнĕ юрă-ташă ăстисем çеç чăн-чăн артист, маçтăр пек туйăнаççĕ. Тĕрĕссипе вара Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи фольклор ушкăнĕсемпе уйрăм юрăçсем пĕри те вĕсенчен кая мар. Акă, кăçал Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа районти культурăпа кану центрĕн "Ăраскал" эстрада ушкăнĕ районти кашни яла тенĕ пекех çитсе хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Куракансем тăвăллăн алă çупнине шута илсен пирĕн юрăçсем - Алина Петрова, Юрий Езюков, Лидия Корнилова, Денис Ванин, Вероника Арланова, Василий Сабаев -никамран та кая мар! Вĕсене Çĕнĕ çул умĕн ăнăçу çеç сунар!



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 декабря 2017
08:55
Поделиться