Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Халăха йышăннă

Декабрĕн 12-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн çĕршывĕпех, вăл шутра пирĕн район администрацийĕнче, çавăн пекех ял тăрăхĕсенче те вырăнти самоуправлени органĕн уполномоченнăйĕсем район çыннисене 12 сехетрен пуçласа 20 сехетченех хăйсен ыйтăвĕпе йышăннă. Ирĕклĕ те аслă çĕршывăмăрăн уявĕнче - Конституци кунĕнче - граждансем çурт-йĕр лартма ирĕк илес, нумай ачаллă, çамрăк çемьесене çĕр участокĕпе, пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес, пурте усă куракан харпăрлăха упрас, урамсене çутăпа тивĕçтерес, çулсене юсас, инвалидсене пурлăх тĕлĕшĕнчен пулăшас, ялсенчи çỹп-çапа илсе тухассине йĕркелес, ял хуçалăх таварĕ туса кăларакана патшалăх тĕлĕшĕнчен пулăшас тата ытти ыйтусем те хускатнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 декабря 2017
08:57
Поделиться