Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

Çĕньялта пурăнакансем юсаса çĕнетнĕ клубра пĕрле пуçтарăнса улах лараççĕ: çăм арлаççĕ, çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, пир татăкне вĕтĕ шăрçапа илемлетеççĕ.

«Ăстапи» кружока çÿрекенсем кашниех ăсталăх класĕ кăтартма хатĕр. Вĕсене хавхалантарса пыраканĕ— Ольга Мадюкова. Ольга Петровна хушпу- тухья та тăвать. Çывăх вăхăтрах вăл ентешĕсене хутран карçинкка авма хăнăхтарасшăн.



"Хресчен сасси"
13 декабря 2017
16:39
Поделиться