Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăй- пĕрлĕхре

Шупашкарти И. Я. Яковлев ячĕллĕ ЧППУра Пĕтĕм Раççейри "Пĕрлĕхлĕ Раççей" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн ХХVI конференцийĕ иртнĕ.

Унăн ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьев хутшăннă, республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕпе паллаштарнă.

- Çак çулсенче парти çĕршыври чи пысăк политика вăйĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн шанчăклă тĕревĕ пулса тăчĕ,- тенĕ Михаил Васильевич.

Конференцие Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен делегатсем - "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмĕн Секретарĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов, партин вырăнти уйрăмĕн Секретарĕн заместителĕ А. Емельянов, "Чăваш Ишекĕ" уйрăмĕн секретарĕ Л. Сорокина, йыхрав йĕркипе районти депутатсен Пухăвĕн "Пĕрлĕхлĕ Раççей" депутачĕсен ушкăнĕн ертỹçи И. Соловьев, тĕрĕслев комиссийĕн председателĕ С. Чернова тата партин вырăнти ĕç тăвакан комитет ертỹçи Н. Алексеева -хутшăннă.

РФ Патшалăх Думин депутатне суйланнăран Н. Малов Мускава ĕçлеме куçнă, çавна май вăрттăн сасăлавпа партин регион уйрăмĕн çĕнĕ секретарьне ЧР Патшалăх Канашĕн Председательне В. Филимонова суйланă.

"Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин ХХVI съездне кайма пуçламăш уйрăмсен секретарĕсене делегата суйланă. Вĕсен йышĕнче Чăваш Ишекĕнчи Л. Сорокина та пур.

А. ИВАНОВ



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 декабря 2017
10:36
Поделиться