Сĕт хакĕ пахалăхĕнчен те килет
Сĕт хакĕ юлашки çулсенче ялан калаçтарать. Ара, пĕр литр пылак шыв 20-25 тенкĕ тăнă чухне паха шĕвеке икĕ хут пĕчĕкрех хакпа никамăн та сутас килмест. Чылайăшĕ çавăнпах шыв хушнине пĕр пытармасăрах калаççĕ.
Хĕлле, шăпах ĕнесем пăрланă, çавна май сĕт сутакансем сахалланнă вăхăтра, вăл хакланать. Хальхи вăхăтра районта пĕр литр паха шĕвеке 19-19,5 тенкĕпе пухаççĕ. Малалла унăн хакĕ ỹсет е чакать? Çакă та халăха пăшăрхантарать. Кашни эрнере иртекен канашлура ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов министерствăри структура подразделенийĕсен тата тĕрлĕ организаци ертỹçисемпе сĕт рынокĕн аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă.
- Ĕне сĕт ытларах антарнă чухне хак яланах чакать, сахаллансан _ ỹсет. Халĕ вара урăх сăлтавсене те шута илеççĕ. Тĕрĕссипе, сĕт хакне ỹстермелле, вăл вара юлашки вăхăтра чакса пырать, - тенĕ министр. Чăваш Енри апат-çимĕç рынокне йĕркелесе пыракан сектор заведующийĕ Н. Богданова пĕлтернĕ тăрăх Вăрнарти, Пăрачкаври, Çĕмĕрлери тата Тăвайри сĕт пухакансем продукцие республика тулашĕнчи сĕте тирпейлекен пысăк предприятисене ăсатаççĕ, шăпах вĕсенче чĕр тавар хакне чакарнине палăртнă. Типĕ сĕт тата услам çу тума уйăрнă планра пăхса хунă сĕт интервенцийĕсем кăçал пулса иртмен, сĕт йышăнакан чылай компани асăннă интервенцисем çине шаннă. Кăçал патшалăх резервĕнче типĕ сĕт тата услам çу туянман тата Беларуссинчен чăн хакĕнчен йỹнетсе сутнă сĕт продукцине кỹрсе килмен.
- Сĕт пахалăхĕ пирки манмалла мар. Пахалăхлă сĕт йỹнĕ пулмасть, унă хакĕ ỹсет çеç, - тенĕ С. Артамонов министр канашлура.
Министр сăмахĕсене хирĕçлесе нимех те калаймастăн. Шывран хăйма та уйăрма, çу та уçлама çук. Халăх та çакна лайăх пĕлет, анчах пĕрех сĕте "авлантаракансем" тупăнсах тăраççĕ. Ялсенчи сĕт пухакансене шăпах паха шĕвекĕн çу хисепне, белоксен шайне пăхса тỹлеççĕ. Уйрăм çынсемпе те çапла татăлмалли пирки пĕр вăхăт калаçрĕç, анчах кун пек те вĕçне-хĕрне тухайманнине шута илсе лăпланчĕç.
О. Павлова