Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мунча ăшши хака та ларма пултарать

Çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районти пушар хуралĕн сотрудникĕсем 35 хут вутпа куçа-куçăн тăнă. Инкекĕн сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Вĕсенчен пĕри - мунча кăмакине вăхăтра пăхса тăманни. Нумай пулмасть çеç çак сăлтавпа Вăтаелĕнчи Щербаковсен хуçалăхĕнче каçкỹлĕм пушар тухнă. Сăмах май каласан, Туçа ял тăрăхĕнче кăçал тăваттăмĕш хут (пĕлтĕр 2 пушар пулнă) "01" служба ĕçченĕсене инкеке парăнтарма чĕнсе илнĕ.

Умра - хĕл кунĕсем. Сивĕ е ăшă килĕ вăл - халех шантарма та хĕн. Çапах пурин те пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмаллах.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 декабря 2017
10:44
Поделиться