Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ыйту хуравне - Интернет урлё

 Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ умĕн Раççей Пенси фончĕн республикăри Управленийĕ видеоçыхăнупа районти уйрăмсене явăçтарса пресс-конференци ирттерчĕ. Унта малтанах Р. Кондратьева управляющи инвалидсен федераллă реестрĕ пирки чарăнса тăчĕ. Вăл патшалăхăн информаци системи. Унта кашни сусăр çыннăн тулли кăтартăвне тупма пулать. Ун тăрăх инвалид социаллă тивĕçтерỹсене те пĕлеет.

Инвалидсен федераллă реестрĕн сайтĕнче www.sfri.ru "Личный кабинет инвалида" пур. Унта кĕрес тесен патшалăх тивĕçтерĕвĕн порталĕнче çырăнмалла, пенси фондĕнче е МФЦра регистрациленмелле. Харпăр-хăй кабинетĕнче реабилитаципе абилитаци мероприятийĕсем мĕнле пурнăçланса пыни курăнатех. Унтах кирек хăш ыйтăва та уçăмлатма пулать. Пенси балĕ хушăнса пыни те паллă. Стажа та кăтартать. Кирлĕ документсене те ыйтса илме май пур. Тивĕçтерỹ пахалăхне хакласа сĕнỹсем пама пултаратăр.

Республикăра 84,8 пин сусăр пурăнать. Пирĕн районта çав шутра 3355 инвалид.

Интернет çыхăнăвĕ килтен тухмасăрах чылай ыйтăва татса пама май парать. Унпа усă курма çеç тăрăшмалла. Пĕлменнисене вĕрентеççĕ. Ỹркенменнисем, çỹреме пултараканнисем вара Пенси фончĕн районти урăмне пыма пултараççĕ.

Пирĕн обществăра кирек кам та хăйне тивĕçекен çăмăллăхсемпе туллин усă курма пултарать. Инвалидсем пушшех те. Вĕсем патне уйăракан тимлĕх сахал мар. Çак тата ытти ыйтусем тавра пычĕ видеоçыхăнура калаçу. Пресс-конференцие специалистсемсĕр пуçне çавăн пекех инвалидсен районти обществин председателĕ Г. Кошкин, социаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Л. Базманкина та хутшăнчĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
05 декабря 2017
09:54
Поделиться