Семинар иртрĕ
Ноябрĕн 29-мĕшĕнче районти культура çуртĕнче Патăрьелĕнчи территори тата участок суйлав комиссийĕсен членĕсемпе вĕрентỹ семинарĕ иртрĕ.
2018 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче - Пĕрлехи сасăлав кунĕ, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн суйлавĕ пулать. Кашни суйлаврах сасăлав йĕркипе çыхăннă хăйне евĕрлĕ çĕнĕлĕхсем тĕл пулаççĕ. Хальхинче те пĕлмелли, тĕрлĕрен ыйтăва уçăмлатмалли чылай.
Семинар ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн секретарĕ Сергей Тарасов, Чăваш Ен ЦИКăн ытти специалисчĕсем, районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Наталья Емелина хутшăнчĕç.
Районти суйлав комиссийĕсен членĕсен Раççей Президенчĕн суйлавĕччен те çĕннине вĕренмелли нумай. Чи кирли те пĕлтерĕшли - суйлава уçă тата тĕрĕс йĕркелесси, саккуна пĕтĕмпех пăхăнса пурнăçласси. Кун пирки тĕп хуламăртан килнĕ хăнасем пĕрре мар аса илтерчĕç, хăш-пĕр çĕнĕлĕхсемпе те паллаштарчĕç. Сăмахран, халиччен вырăнта сасăлама хутшăнайманнисене ятарлă удостоверени панă. Хальхинче ун пек йĕрке çук, суйлавçăсем ăçта сасăлас тенине шута илеççĕ. Паллах, ун валли маларах заявлени çырмалла. Ăна УИКра е ТИКра çеç мар, МФЦ, патшалăх порталĕ урлă та (регистрациленнĕ пулсан) çырма пулать. Кашни участокрах видеосăнав ĕçлет тата ытти те. Çĕнĕлĕхсемпе çыхăннă вĕрентỹсем малалла та иртĕç.
А. НИКОЛАЕВА