Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев: «РФ Президенчĕ Владимир Путин палăртнă демографи политикин пысăк калăпăшлă реформи ту

Ҫĕршывра демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ыйтăва чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче РФ Президенчĕ ҫумĕнчи Ача-пăча интересĕсене хӳтĕлес стратегине пурнăҫа кĕртме йĕркеленĕ  2012-2017 ҫулсем валли йышăннă Наци стратегийĕн ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Координаци канашĕн ларăвĕнче РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа пĕрле анлăн пăхса тухнă.  Çак ыйтăва Чăваш Республикин Правительство ҫуртĕнче йĕркелесе ирттернĕ канашлура та хускатнă.

 Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче РФ Президенчĕ сĕнĕвĕсене шута хурса, 2018 ҫултан ҫемьере пĕрремĕш ача ҫуралнăшăн уйăхсерен укҫан пулăшу куҫасси паллă тесе пĕлтернĕ. 2021 ҫулччен, амăшĕн капиталне те тӳлеме тĕллев лартнине асăннă.  Ҫамрăк ҫемьесене хваттерсем туянма ипотека кредитне пама ятарлă программăсем хатĕррине палăртнă,  ача сачĕсенче яслисем пулассине, сиплев учрежденийĕсенче пурлăхпа техника бази пуянланассине каланă.

Амăшĕн капиталне 2021 ҫулта раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсма палăртнă.  Унпа усă курма хушма мерăсем йышăнма тĕллев лартнă. Йывăр ҫемьесенче пурăнакансене уйăхсерен пулăшăва куҫарса пама пăхса хăварнă.  Шăпăрлансем ача садне ҫӳренĕшĕн те тăкака тӳлеме куҫарасси пирки май пуррине асăннă. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Указ алă пусса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ. 2017 ҫулта чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ҫемьесенче виҫҫĕмĕш ача ҫуралнăшăн е тата малаллисемшĕн, пепке виҫĕ ҫул тултариччен, уйăхсерен пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫине тивĕҫĕҫ.

«2021 ҫулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен амăшĕн капиталне тӳлемелли ĕҫе эпир, Чăваш Ен те, хутшăнăпăр», _ тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр,  ҫемьере виҫҫĕмĕш пепке ҫуралнăшăн е тата виҫҫĕмĕш ачана усрава илнĕ пулсан, амăшĕн капиталне республикăран 100 пин тенкĕ куҫарса пама тĕллев лартнă.  РФ хыснинчен ҫак пулăшу пĕр ҫемьене 453 пин тенкĕ куҫĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин хваттерсем туянма ипотека кредитне илме ятарлă программăсем хатĕрлеме сĕнет.  Ҫак пулăшăва ӳлĕмрен 2018 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ҫемьесенче иккĕмĕш е тата виҫҫĕмĕш ача ҫуралнисем тивĕҫесси паллă пулĕ. Ҫамрăк ҫемьесем маларахри тапхăрта кредит хваттерсем туянма илн. пулсан, тăкака та саплаштарма пултарĕҫ, кредит ставки самай пĕчĕкленни савăнтарать, виҫе 6 процентпа танлашĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, ку мерăсемпе регионта пурăнакан ҫамрăк ҫемьесем усă курасси куҫкĕретех пулĕ тенĕ. Палăртса хăвармалла, халлĕхе республикăра ипотека кредичĕн ставки 11 процентпа танлашать.  Енчен те патшалăх пулăшу пама май шыраса тупсан, виҫе 6 процентпа танлашсан, ҫамрăксене самай пурăнма хавхалантарĕ.

«Ҫакă  пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăну.  Пĕр енчен калас пулсан, ҫемьесене малашлăха ăнтăлма хистет, пурăнма условисем йĕркелесе тăратать, тепĕр енчен строительство пайĕнче ĕҫлекенсемшĕн те пысăк яваплăх.  Енчен те ĕҫ пулсан, строительство малалла аталанасси никама та иккĕлентермĕ",_ тесе хăй сăмахне каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. 

 «Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн йышăнăвне эпир ырлатпăр, савăнсах мăнаҫланатпăр.  Ҫамрăк ҫемьесем финанс йывăрлăхне туйни _ пĕчĕк пепке ҫуралсан уйрăмах палăрать.  Паянхи куна упранса юлнă пулăшусемсĕр пуҫне ҫак хушма мерăсем ҫамрăксене чылай витĕм кӳрĕҫ.  Ачасене ӳстерме меллĕ пулĕ, сахал тупăшлă ҫемьесене аталанса пыма аван. Енчен те ипотека кредичĕн ставки 6 процент пулсан, ҫамрăк мăшăрсем хăйсен хваттер ыйтăвне туххăмрах татса парасси те иккĕлентермĕ.  Апла пулсан, ӳлĕмрен те демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнса пырасси паллă.  Кун пирки ҫапла пулассине эпир шанатпăр», _  тесе хăй шухăшне каланă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов.  

Чăваш Республикин Патшалăх канашĕн депутачĕ, регионти «Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организаци ҫумĕнчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин ҫапларах каланă: «Кăҫал, чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕ,  Раҫҫейшĕн хăйне евĕр паллă пулăм пулса тăчĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин пуҫарăвĕпе ҫак пысăк ĕҫ пулса иртрĕ, граждансен пурнăҫ  условийĕн шайне лайăхлатма май пуласси куҫкĕретех. Амăшĕн капиталне тӳлессипе ҫыхăннă ыйту малашне те пурнăҫланасси пурсăмăра та хавхалантарать.  Унпа тĕллевлĕн усă курма анлă ҫул-йĕрсем пуласси никама та иккĕлентермĕ». Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсене РФ Президенчĕ лартнă пуҫаруллă тĕллевсене пурнăҫлама чĕнсе каланă, вăхăта вăраха тăсмасăр тăрăшмаллине асăрхаттарнă.

Хаклав

Светлана ЧЕРНОВА, район ад министрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - финанс пайĕн начальникĕ:

- Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн çĕршыври демографи политикине лайăхлатмалли çинчен калакан реформăна ырласа йышăнтăмăр. Çакăншăн районта пурăнакан кашни çемье, ача амăшĕ пулма хатĕрленекен кашни мăшăр хĕпĕртерĕ, савăнчĕ тесе шутлатăп. Пĕрремĕш ачашăнах çулталăк çурăна çитиччен тỹлекен укçа хальхи вăхăтра кашни çемьешĕн пĕлтерĕшлĕ. Амăшĕн капиталне 2021 çулхи раштав уйăхĕчченех тăсма палăртни те Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи демографи лару-тăрăвне лайăхлатма, çемье тĕрекне ỹстерме çеç пулăшĕ. Çирĕп те шанчăклă çемье пулсан вара пирĕн çĕршывăм та çирĕп тăрĕ, малалла та вăйлă аталанĕ. Çĕршыв Президенчĕ тунă йышăну уйрăмах çамрăксемшĕн пурнăç условине йĕркелеме, малашлăха планлама пулăшĕ. Шанас килет, çывăх вăхăтра нумай ачаллă çемьесен йышĕ тата ытларах ỹсĕ. Сăмах май каласан, çулталăк пуçланнăранпа пирĕн районта 315 пепке çуралнă. Вĕсенчен пĕрремĕш ачана алла илекенсем 85, иккĕмĕшне çуратакансем 98, виççĕмĕшне хапăл тунисем 91 мăшăр. Тăваттăмĕшпе пиллĕкмĕш, улттăмĕш-çиччĕмĕш пепкесем çемьене пуянлатни те савăнтарать. Çĕнĕ çулта çак кăтартусем тата ытларах ỹсессе ĕмĕтленетпĕр.

Галина СИНЕЕВА, Пенси фончĕн районти уйрăмĕн начальникĕ:

- Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕлĕшпе палăртнă анлă реформа питех те вырăнлă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев амăшĕн капиталне парассине пирĕн субьектра та 2021 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсни çинчен пĕлтерни савăнтарчĕ. Федераци бюджетĕнчен иккĕмĕш ача çуратакан 453 пин тенкĕ, республика хыснинчен виççĕмĕшне алла илекен тата 100 пин тенкĕ илет-çке. Çак çăмăллăхсемпе усă куракансем пулаççех ĕнтĕ. Паянхи куна районта амăшĕн капиталĕн сертификачĕпе 2780 çемьене тивĕçтернĕ.

Ландыш САДЫКОВА, икĕ ача амăшĕ, Хирти Пикшик:

- Эпир ачасене укçашăн çуратмастпăр, анчах патшалăх çемьесене çакăн пек тимлĕх уйăрни питĕ савăнтарать. Амăшĕн капиталне 2021 çулчченхи декабрĕн 31-мĕшĕччен пани, пĕрремĕш ачашăн Раççейре вăтамран 10523 тенкĕ пама пăхни районти, республикăри, çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшатех.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев: «РФ Президенчĕ

Владимир Путин палăртнă демографи политикин пысăк калăпăшлă реформи туллин пурнăҫланасси никама та иккĕлентермĕ»

Ҫĕршывра демографи лару-тăрăвне лайăхлатас ыйтăва чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕнче РФ Президенчĕ ҫумĕнчи Ача-пăча интересĕсене хӳтĕлес стратегине пурнăҫа кĕртме йĕркеленĕ  2012-2017 ҫулсем валли йышăннă Наци стратегийĕн ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен Координаци канашĕн ларăвĕнче РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа пĕрле анлăн пăхса тухнă.  Çак ыйтăва Чăваш Республикин Правительство ҫуртĕнче йĕркелесе ирттернĕ канашлура та хускатнă.

 

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче РФ Президенчĕ сĕнĕвĕсене шута хурса, 2018 ҫултан ҫемьере пĕрремĕш ача ҫуралнăшăн уйăхсерен укҫан пулăшу куҫасси паллă тесе пĕлтернĕ. 2021 ҫулччен, амăшĕн капиталне те тӳлеме тĕллев лартнине асăннă.  Ҫамрăк ҫемьесене хваттерсем туянма ипотека кредитне пама ятарлă программăсем хатĕррине палăртнă,  ача сачĕсенче яслисем пулассине, сиплев учрежденийĕсенче пурлăхпа техника бази пуянланассине каланă.

Амăшĕн капиталне 2021 ҫулта раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен тăсма палăртнă.  Унпа усă курма хушма мерăсем йышăнма тĕллев лартнă. Йывăр ҫемьесенче пурăнакансене уйăхсерен пулăшăва куҫарса пама пăхса хăварнă.  Шăпăрлансем ача садне ҫӳренĕшĕн те тăкака тӳлеме куҫарасси пирки май пуррине асăннă. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче Указ алă пусса ҫирĕплетнине пĕлтернĕ. 2017 ҫулта чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ҫемьесенче виҫҫĕмĕш ача ҫуралнăшăн е тата малаллисемшĕн, пепке виҫĕ ҫул тултариччен, уйăхсерен пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫине тивĕҫĕҫ.

«2021 ҫулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕччен амăшĕн капиталне тӳлемелли ĕҫе эпир, Чăваш Ен те, хутшăнăпăр», _ тесе пĕлтернĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Аса илтеретпĕр,  ҫемьере виҫҫĕмĕш пепке ҫуралнăшăн е тата виҫҫĕмĕш ачана усрава илнĕ пулсан, амăшĕн капиталне республикăран 100 пин тенкĕ куҫарса пама тĕллев лартнă.  РФ хыснинчен ҫак пулăшу пĕр ҫемьене 453 пин тенкĕ куҫĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин хваттерсем туянма ипотека кредитне илме ятарлă программăсем хатĕрлеме сĕнет.  Ҫак пулăшăва ӳлĕмрен 2018 ҫулта кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа ҫемьесенче иккĕмĕш е тата виҫҫĕмĕш ача ҫуралнисем тивĕҫесси паллă пулĕ. Ҫамрăк ҫемьесем маларахри тапхăрта кредит хваттерсем туянма илн. пулсан, тăкака та саплаштарма пултарĕҫ, кредит ставки самай пĕчĕкленни савăнтарать, виҫе 6 процентпа танлашĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, ку мерăсемпе регионта пурăнакан ҫамрăк ҫемьесем усă курасси куҫкĕретех пулĕ тенĕ. Палăртса хăвармалла, халлĕхе республикăра ипотека кредичĕн ставки 11 процентпа танлашать.  Енчен те патшалăх пулăшу пама май шыраса тупсан, виҫе 6 процентпа танлашсан, ҫамрăксене самай пурăнма хавхалантарĕ.

«Ҫакă  пысăк пĕлтерĕшлĕ йышăну.  Пĕр енчен калас пулсан, ҫемьесене малашлăха ăнтăлма хистет, пурăнма условисем йĕркелесе тăратать, тепĕр енчен строительство пайĕнче ĕҫлекенсемшĕн те пысăк яваплăх.  Енчен те ĕҫ пулсан, строительство малалла аталанасси никама та иккĕлентермĕ",_ тесе хăй сăмахне каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев. 

 «Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн йышăнăвне эпир ырлатпăр, савăнсах мăнаҫланатпăр.  Ҫамрăк ҫемьесем финанс йывăрлăхне туйни _ пĕчĕк пепке ҫуралсан уйрăмах палăрать.  Паянхи куна упранса юлнă пулăшусемсĕр пуҫне ҫак хушма мерăсем ҫамрăксене чылай витĕм кӳрĕҫАчасене ӳстерме меллĕ пулĕ, сахал тупăшлă ҫемьесене аталанса пыма аван. Енчен те ипотека кредичĕн ставки 6 процент пулсан, ҫамрăк мăшăрсем хăйсен хваттер ыйтăвне туххăмрах татса парасси те иккĕлентермĕ.  Апла пулсан, ӳлĕмрен те демографи лару-тăрăвĕ ырă енне улшăнса пырасси паллă.  Кун пирки ҫапла пулассине эпир шанатпăр», _  тесе хăй шухăшне каланă Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов.  

Чăваш Республикин Патшалăх канашĕн депутачĕ, регионти «Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕ» обществăлла организаци ҫумĕнчи Ашшĕсен канашĕн председателĕ Алексей Мурыгин ҫапларах каланă: «Кăҫал, чӳк уйăхĕн 28-мĕшĕ,  Раҫҫейшĕн хăйне евĕр паллă пулăм пулса тăчĕ. РФ Президенчĕ Владимир Путин пуҫарăвĕпе ҫак пысăк ĕҫ пулса иртрĕ, граждансен пурнăҫ  условийĕн шайне лайăхлатма май пуласси куҫкĕретех. Амăшĕн капиталне тӳлессипе ҫыхăннă ыйту малашне те пурнăҫланасси пурсăмăра та хавхалантарать.  Унпа тĕллевлĕн усă курма анлă ҫул-йĕрсем пуласси никама та иккĕлентермĕ». Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсене РФ Президенчĕ лартнă пуҫаруллă тĕллевсене пурнăҫлама чĕнсе каланă, вăхăта вăраха тăсмасăр тăрăшмаллине асăрхаттарнă.

Хаклав

Светлана Чернова:  район ад-

министраций.н пу=лёх.н п.ррем.ш =ум. _ финанс пай.н начальник.% _ Ра==ей Федераций.н Президенч.н Владимир Путинён =.ршыври демографи политикине лайёхлатмалли =инчен калакан реформёна ырласа йышёнтёмёр? +акёншён районта пурёнакан кашни  =емье: ача амёш. пулма хат.рленекен кашни мёшёр х.п.ртер.: савёнч. тесе шутлатёп?  П.ррем.ш ачашёнах =улталёк =урёна =итиччен т\лекен ук=а хальхи вёхётра кашни =емьеш.н п.лтер.шл.? Амёш.н капиталне 2021 =улхи раштав уйёх.чченех тёсма палёртни те Юхмапа Пёла тёрёх.нчи демографи лару-тёрёвне лайёхлатма: =емье т.рекне \стерме =е= пулёш.? +ир.п те шанчёклё =емье пулсан вара пир.н =.ршывём та =ир.п тёр.: малалла та вёйлё аталан.?    +.ршыв Президенч. тунё йышёну уйрёмах =амрёксемш.н пурнё= условине й.ркелеме: малашлёха планлама пулёш.? Шанас килет: =ывёх вёхётра нумай ачаллё =емьесен йыш. тата ытларах \с.? Сёмах май каласан: =улталёк пу=ланнёранпа пир.н районта 315 пепке =уралнё? В.сенчен п.ррем.ш ачана алла илекенсем 85: икк.м.шне =уратакансем 98: ви==.м.шне хапёл тунисем 91 мёшёр? Тёваттём.шпе пилл.км.ш: улттём.ш-=ичч.м.ш пепкесем =емьене пуянлатни те савёнтарать?  +.н. =улта =ак кётартусем тата ытларах \сессе .м.тленетп.р?

Галина Синеева: Пенси фонч.н районти уйрём.н начальник.% _ Ра==ей Президенч. Владимир Путин =.ршыври демографи лару-тёрёвне лайёхлатас т.л.шпе палёртнё анлё реформа питех те вырёнлё?  Республика Пу=лёх. Михаил Игнатьев амёш.н капиталне парассине пир.н субьектра та 2021 =улхи декабр.н 31-м.ш.ччен  тёсни =инчен п.лтерни савёнтарч.? Федераци бюджет.нчен икк.м.ш ача =уратакан 453 пин тенк.: республика хыснинчен ви==.м.шне алла илекен тата 100 пин тенк. илет-=ке? +ак =ёмёллёхсемпе усё куракансем пула==ех .нт.?  Паянхи куна районта амёш.н капитал.н сертификач.пе 2780 =емьене тив.=терн.?

 

Ландыш Садыкова: ик. ача амёш.: Хирти Пикшик% _ Эпир ачасене ук=ашён =уратмастпёр: анчах патшалёх =емьесене =акён пек тимл.х уйёрни пит. савёнтарать? Амёш.н капиталне 2021 =улчченхи декабр.н 31-м.ш.ччен пани: п.ррем.ш ачашён Ра==ейре вётамран 10523 тенк. пама пёхни районти: республикёри: =.ршыври демографи лару-тёрёвне лайёхлатма пулёшатех?



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 декабря 2017
09:32
Поделиться