Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аттепе анне пулсассăн пуринчен те эп пуян

Çемьери ăс-хакăл тата кăмăл-сипет хутшăнăвĕсене пысăк тимлĕх уйăрас тата çитĕнекен ăрăва хамăр несĕлсен йăли-йĕркипе паллаштарас, ăна кирлĕ шайра упрас тĕллевпе районти культурăпа кану центрĕ ĕçченĕсем "Аттепе анне пулсассăн пуринчен те эп пуян" шоу-конкурс йĕркелерĕç.

Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалланă мероприяти малтан ял тăрăхĕсенче иртрĕ. Зонăри конкурса 23 çемье хутшăнчĕ. Унти ултă çĕнтерỹçĕ çемье вара Аннесен кунне халалланă фестиваль-конкурсра тепĕр хут хăйсен пултаруллăхĕсене тĕрĕслерĕ. Вĕсен "Камсем эпир, мĕнле йăхран?", "Тутлă пĕçерер-и, юратса çиер-и?", "Эпир кунта артист мар, артистран та кая мар" конкурссенче тупăшмалла пулчĕ.

"Чи туслă çемье" ята Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕнчи Узалуковсем, "Чи хаваслă çемье" номинацире Чăваш Ишекĕнчи Сорокинсен çемйи, "Чи сăпайлă çемье" Пăлапуç-Пашьелĕнчи Чебоксаровсем, "Чи илĕртỹллĕ çемье" Сăкăтри Мердинсем, "Куракансем кăмăлланă çемье" ята Тутар Сăкăтĕнчен килнĕ Айзатулловсем тивĕçрĕç. Тупăшу хĕрỹ иртнĕрен жюри членĕсем куракансемпе пĕрле "Чи пултаруллă çемье _ 2017" ята Кивĕ Ахпỹртри Сеприхановсен  çемйи çĕнсе илнине палăртрĕç.

Конкурссем хушшинче кăсăклă та савăк юрă-ташăсемпе "Евгения" ташă ушкăнĕ тата районти культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем савăнтарчĕç. Мероприятие Юрий Езюков методист ертсе пычĕ. Курма килнĕ аннесене уяв ячĕпе район администрацийĕн социаллă аталану, туризм тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ Алевтина Куданова ăшшăн саламларĕ, пурнăçра ырлăх-сывлăх сунчĕ. Жюри членĕсем хăюллă çемьесене пурне те дипломсем тата парнесем парса чысларĕç.

Н. МАЗЯКОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 декабря 2017
09:24
Поделиться