Патăрьел районĕ.
ЧР Культура министерствипе Трактор тăвакансен культура керменĕ çемье пултарулăхĕн «Çемье мастерскойĕ» конкурс-куравне ирттернĕ. Унта районсенчи çемье мастерскойĕсен чылай ĕçне, çав шутра тĕрлĕ ал ĕçне тăратнă. Маçтăрсен тупăшăвĕнче Патăрьел районĕн чысне Аслă Арапуç ялĕнчи Савиновсен-Яковлевсен çемйи хÿтĕленĕ. Вĕсем жюри хаклавне йывăçран ăсталанă катка-пичкене,лаххана, çÿпçене, хурăн хуппинчен меллештернĕ хитре арчасене тăратнă. Вĕсен ĕçĕсене пысăк хак панă. Савиновсем-Яковлевсем конкурсра çĕнтернĕ, гран-при лауреачĕн дипломне тата хаклă парнене тивĕçнĕ.
"Хыпар"