Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ентешсен ăсталăхне пысăк хак панă

Республикăри культура, нацисен тата архив ĕçĕсен министерстви Чăваш Енри халăх пултарулăх центрĕпе пĕрле çемье пултарулăхĕсен "Çемье мастерскойĕ" конкурс-курав ирттернĕ. Унта республикăри кашни районти ăстаçăсем хутшăннă. Конкурсра Патăрьел тăрăхĕн чысне Первомайскинчи Савиновсен-Яковлевсен çемйи хỹтĕленĕ. Тỹресем вĕсем тунă пичкесене, хурăн хуппинчен ăсталанă япаласене пысăк хак панă. Çĕнтерỹçĕсем ГРАН-ПРИ лауреат дипломне тата хаклă парнене тивĕçнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 ноября 2017
14:14
Поделиться