Аварисенче вилнисене асăнса
Иртнĕ вырсарникун, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, çул çинчи аварисенче вилнисене асăнмалли кун пулчĕ. Ăна 2005 çулта Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн Ассамблейи çи- рĕплетнĕ. Çул çỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн начальникĕ Николай Рубцов майор пуçарăвĕпе çак кун Николай Марков благочиннăй, Первомайскинчи чиркỹ настоятелĕ Сергий Пегасов протоирей тата Патăрьелĕнчи Турă Амăшĕн Державнăй иконĕ ячĕллĕ чиркỹн настоятелĕ Александр Синяков иерей юлашки вăхăтра тăтăш авари пулакан - Шăнкăртампа Патăрьел ялĕсем вĕçĕнчи хĕресленнĕ çула тата Кивĕ Ахпỹртри шкулпа ача садне хирĕçле вырăнсене Турă шывĕпе сăвапларĕç, ятарлă молебен ирттерчĕç.
Чăнах та çынсен пурăнас кунĕ кĕтмен-туман çĕртен, аварисенче нумай татăлать. Кăçал кăна пирĕн районта 33 авари пулнă, вĕсенчен 7 çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 41 аманнă. Асфальт çул юнпа пĕвенни, виçессĕр куççульпе йĕпенни, çынсем пысăк çухату тỹсни кашнин чĕринче хурлăх çуратать. Ун пек ан пултăр тесен пирĕн кашниех çакна асра тытмалла - çул çинчи йĕркене çирĕп пăхăнмалла!
Н. МАЗЯКОВА