Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Алевтина - контролер

Патăрьелĕнчи автостанцинчен кунне 100 ытла автобус çула тухать. Пассажирсене ăсатаканнисем вара ытларахăшĕ хĕрарăмсем: К. Медведева ертỹçĕ, И. Якуповăпа А. Лепешкина кассирсем, Т. Даниловăпа А. Эльмукова контролерсем тата ыттисем те. Кашнийĕ кунсерен мĕн чухлĕ çынпа курнăçать.

Ĕç ĕçех. Хăвăн сменунта вăхăтра унта çитмелле. Çынсене ырă çул сунса ăсатакан Алевтина Владимировна контролер кунта çĕнĕ çын мар. Маларах вăл "Сельхозхиминче" склад заведующийĕнче вăй хунăччĕ. Пасар экономи тапхăрĕнче тытăнса тăраймарĕ организаци. Вара кунта ĕçлекенсен урăх вырăна куçмалла пулчĕ. А. Эльмукова автостанцие вырнаçрĕ.

Кашни çынпа çулне кура калаçма тăрăшать контролер. Автобуса ларнă чухне ватăсене маларах кĕртме сĕнет. Ачаллисене те çул пама ыйтать. Анчах çакна тепĕр чухне ăнлансах каймаççĕ çав.

Кăтартуллă анне те Алевтина Владимировна. Виçĕ ача çитĕнет вĕсен. Аслисем - Катьăпа Саша - пурнăç çулĕ çине тăнă. Кирилл вара виççĕмĕш класа çỹрет. Мăнукĕсемпе савăнать амăшĕ. Мăшăрĕ те ăнлануллă унăн.

А. ИВАНОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 ноября 2017
13:48
Поделиться