Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юбилей тĕлне - кĕнеке

Кирек хăш вăхăтра та тăван çĕршыв чиккине сыхласси пĕрремĕш тивĕçсенчен пĕри шутланнă, шутланать те. Чикĕ хуралçисем тăшман тапăнăвне чи малтан тỹснĕ тĕслĕхсене историрен нумай илсе кăтартма пулать. Çĕршыва çăлас тесе вĕсем хăйсен пурнăçне те шеллемен.

Çаксене шута хурсах ĕнтĕ районти "Пограничное братство" союз членĕсем (вĕсем 900 ытла) Патăрьелĕнчи кану паркĕнче палăк лартрĕç. Пограничниксем кунпа кăна лăпланса пурăнмаççĕ, çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕллевпе шкулсенче тĕлпулусем, уроксем, турнирсем йĕркелеççĕ, спорт вăййисем ирттереççĕ.

Юлашки вăхăтра вара хастарсен ушкăнĕ, килес çул чикĕ хуралçисен çарне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ май, районти пограничниксем çинчен çырнă кĕнеке кăларассишĕн хĕрỹ ĕç пуçарнă. Анчах та "Пограничное братство" союзăн председателĕ Николай Раськин каланă тăрăх, пограничниксен сăн ỹкерчĕкĕсемпе кĕске биографийĕсене тупасси хĕн-мĕн, çакă кĕнекене калăплассинче чăрмав кỹрет. Çак материала вуланă хыççăнах чикĕ хĕрринче хĕсметре пулнисем "Пограничное братство" ертỹçисемпе тĕл пуласса шанса тăратпăр.

Н. МАЗЯКОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 ноября 2017
10:29
Поделиться