Депутатсен черетлĕ ларăвĕ
Район администрацийĕн ларусем ирттерекен Пысăк залĕнче VI созыври депутатсен Пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна депутатсен Пухăвĕн председателĕ Михаил Петров ертсе пынă.
Лару ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçласа пыракан С. Чернова, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ял тăрăх пуçлăхĕсем, район прокурорĕ Н. Осипов, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисем, предприяти, организаци тата мĕн пур харпăрлăх формиллĕ учреждени ертỹçисем хутшăннă.
Ларура район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçласа пыракан - район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ С. Чер- нова депутатсен Пухăвĕн "О вопросах налогового регулирования в Батыревском районе, отнесенных законодательством Российской Федерации о налогах и сборах к ведению органов местного сомоуправления" тата "О бюджете Батыревского района на 2017 год и плановый период 2018 и 2019 годов" йышăнăвĕсене улшăнусем кĕртес пирки йышăннă проектсене çирĕплетме тăратнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, ял хуçалăх, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Л. Кузнецов 2016 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчи "О прогнозном плане (Программе) приватизации муниципального имущества Батыревского района на 2017 год и основных направлениях приватизации муниципального имущества района на 2018-2019 годы", район администрацийĕн право тата кадр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен сектор заведующийĕ Н. Кар- гина 2016 çулхи октябрĕн 24-мĕшĕнчи "О внесении изменений в Устав Батыревского района Чувашской Республики", "О внесении изменений в решение Собрания депутатов Батыревского района", "О Совете по противодействию коррупции в Батыревском районе" тата ытти хăш-пĕр йышăнусене улшăнусем кĕртес пирки йышăннă проектсене çи- рĕплетме тăратнă. Юлашкинчен районта пурăнмалли çуртсене ятарлă фонда кĕртес ыйтупа йышăннă проекта çирĕплетме район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ строительство, обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ Р. Ямалетдинов паллаштарнă.
Сỹтсе явнă кашни ыйтупах йышăну кăларнă.
(Хамăр корр.)