Патăрьел районĕ
Нăрваш Шăхаль ялĕнче çуралса ÿснĕ Константин Николаевич Савельев 75 çул каялла Тверь облаçĕнчи Ржев районĕнчи Полунино ялĕ çывăхĕнчи хаяр çапăçура пуç хунă.
Пĕлтĕр Мускав хулинчи шыравçăсен «Победа» отрячĕ унăн кĕлетке юлашкийĕсене тупнă. Константин Николаевича тăван ял масарне илсе килсе пытарнă. Нумаях пулмасть вара хĕрлĕ армеец вил тăпри çине палăк лартнă. Çав ятпа масар çинче митинг иртнĕ.
"Хресчен сасси"