Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕсем - малти вырăнсенче

ЧР Ял хуçалăх министерстви хушу кăларса çак районсен муниципалитечĕсем кăçал тухăçлă ĕçленине, производствăпа экономикăра чи лайăх кăтартусем тунине палăртнă, вĕсене Диплом тата преми парса хавхалантарнă.

Виççĕмĕш ушкăнра пĕрремĕш вырăна - Патăрьел районĕ /администраци пуçлăхĕ Р.В.Селиванов/, иккĕмĕшне - Шупашкар районĕ /пуçлăх тивĕçне пурнăçлакан В.П.Димитриев/, виççĕмĕшне Вăрнарсем /администраци пуçлăхъ Л.Г.Николаев/ тивĕçнĕ.

Иккĕмĕш ушкăнра пĕрремĕш вырăна - Елчĕк районĕ /администраци пуçлăхĕ Н.П.Миллин/, иккĕмĕшне - Комсомольскисем /администраци пуçлăхĕ А.Н.Осипов/, виççĕмĕшне Йĕпреç районĕ /С.В.Горбунов/ йышăннă.

Пĕрремĕш ушкăнра пĕрремĕш вырăна Красноармейски районĕ /администраци пуçлăхĕ С.Л.Молотков, иккĕмĕшне Тăвайсем /администраци пуçлăхĕ В.А.Ванерке, виççĕмĕшне Хĕрлĕ Чутай районĕ /администраци пуçлăхĕ А.В.Башкиров/ тухнă.

Шупашкарта иртнĕ Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕнче Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин патшалăх тата Ял хуçалăх министерствисен наградисемпе чылайăшне чысларĕç. Канаш районĕнчи «Канмаш» агрофирмăн генеральнăй директорĕ Андрей Лапшин ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп хутне, «Хресчен сасси» хаçат корреспонденчĕ Лариса Никитина Тав хутне, «Авангард» обществăн «Çĕрпỹ беконĕ» филиалĕ /директорĕ Ю.А.Федотов/ сысна ашĕ туса илессипе производствăна тухăçлă йĕркеленĕшĕн тата кашни талăкра ỹт хуштарассипе чи лайăх кăтартушăн Дипломне тата премие тивĕçрĕç. Вăрнар районĕнчи Карл Маркс ячĕллĕ кооператив трактористне Александр Григорьева ЧР Патшалăх Канашĕн, «ТУС» обществăн генеральнăй директорне, Патшалăх Канашĕн депутатне Николай Угасловпа Муркаш район администрацийĕн пуçлăхне Ростислав Тимофеева Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Федераци Канашĕн Хисеп хучĕсемпе наградăларĕç.

Ял хуçалăх производствине тухăçлă аталантарнăшăн Вăрнарти аш-какай комбинатне /генеральнăй директорĕ Н.В.Аливанов/, «иккĕмĕш çăкăрăн» пысăк тухăçĕшĕн Комсомольски районĕнчи «Слава картофелю» агрофирмăна /директорĕ Х.С.Идиатуллин/ Диплом тата преми парса чысларĕç.

Сергей ЮРЬЕВ



"Хресчен сасси"
14 ноября 2017
10:34
Поделиться