Хапăл тăвăр йыхрава, килсе курăр кинозала!
Тепĕр чухне "иртнисĕр малашлăх çук" текен сăмахçаврăнăшĕ çав тери пурнăç чăнлăхĕпе тỹр килет. Ас тăватăп-ха, эпир район центрĕнчи кинотеатрти сенкер экранран çăвара карсах тĕрлĕрен кăсăклă фильм пăхаттăмăр. Шел, сакăлталлă самана витĕмĕпе вĕсен алăкĕсем хупăнчĕç... Анчах вăхăтлăха çеç тесе хаклас килет. Темиçе çул хыçа юлнă хыççăн, тĕрĕсрех каласан кăçал, район 90 çул тултарнă çулталăкра, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче çĕнĕрен кинозал алăкĕ уçăлчĕ! Паян çĕнĕлĕхпе ватти те, вĕтти савăнса пĕтереймест. Хăтлă залри пысăк экранран кинофильм пăхса киленекенсем сахал мар. Çак кунсенче çеç куракансем "Фиксики", "Геошторм", "Последний богатырь" киносене пахаланă. Хапăл тăвăр йыхрава, эсир те килсе курăр кинозала!