Вут-кăваршăн курар мар типшар
Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк пуçланнăранпа "01" служба сотрудникĕсем 33 хутчен вут-çулăмпа куçа-куçăн тăнă.
Иртнĕ уйăхра çеç Çĕнĕ Ахпỹрте, Кивĕ Катеке, Алманчăна çитнĕ. Вут-кăвартан пулнă инкексен сăлтавĕ тĕрлĕрен. Ытларах çемьесем электрооборудовани юрăхсăра тухнипе, ăна вăхăтра юсаманнипе пысăк тăкак тỹсеççĕ. Нумай пулмасть çеç Кивĕ Катекри хуçалăхра сиксе тухнă пушар вара мунча кăмакин тĕтĕм çулне тĕрĕс мар ăсталанипе çыхăннă. Кăмака тунă чухне те пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмаллах çав.
"Авангард" (газета Батыревского района)