Уявран _ тулли кăмăлпа тата наградăсемпе
Иртнĕ эрнере, ноябрĕн 2-мĕшĕнче, Шупашкарта Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне паллă турĕç. Унта пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пыракан ушкăн та хутшăнчĕ.
Савăнăçлă мероприяти республикăри тирпейлекен организацисемпе предприятисем, фермер хуçалăхĕсем хăйсем туса кăларакан продукцисен куравĕнчен пуçланчĕ. Ыхра Çырминчи Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕ аш-какайран хатĕрлекен çимĕçсене те тĕрлĕ тăрăхран килнисем тутанса пăхрĕç, хапăлласах туянчĕç.
Уява ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ ял хуçалăх министрĕ С. Артамонов уçрĕ. Сергей Геннадьевич саламланă май тĕп отрасльсенчи кăтартусемпе паллаштарчĕ.
Кăçал республикăри агропромышленность комплексне аталантарма патшалăх 2,4 млрд тенкĕ укçа уйăрнă. Çакă тата çĕр ĕçченĕн тăрăшулăхĕ çитĕнỹсем тума пулăшнă. Çанталăк условийĕсене пăхмасăрах Чăваш Енре 650 пин тонна тыр пул пухса кĕртнĕ. Ку кăтарту юлашки 20 çулта чи пысăкки! Çĕр улми пĕр гектартан вăтамран 230 центнер тухнă. Çавăн пекех аш-какай 117 тонна, сĕт 430 пин тонна, 250 млн çăмарта туса илнĕ. Республика федерацин Атăлçи тăрăхĕнче 100 гектар пуçне сĕт сăвассипе пĕрремĕш, аш-какай хатĕрлессипе виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
АПК-ра 60 инвестици проекчĕ 3,5 млрд тенкĕлĕх хута каять, çĕнĕ 140 ĕç вырăнĕ хутшăннă.
Ялсенче те пурнăç условийĕ лайăхланса пырать, çакна кăтартусем те çирĕплетеççĕ. Акă, ял территорийĕсене аталантарма 2017 çулта 1 млрд та 47 млн тенкĕ уйăрнă. 478 çын хăйсен çурт-йĕрне хăтлăлатнă. 26 фельдшерпа акушер пункчĕ, 5 культура çурчĕ уçнă, обществăлла инфраструктурăна аталантаракан 104 проекта ĕçе кĕртнĕ тата ытти те.
Агропромышленность комплексĕнче тăрăшакансене, тивĕçлĕ канăва тухнисене уявпа саламлама ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев та килчĕ. Михаил Васильевич ял хуçалăхĕнче тăрăшакансене çанталăк услови- йĕсене пăхмасăрах тухăçлă вăй хунăшăн ăшшăн тав турĕ. Юлашки çулсенче усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе ăнăçлă ĕçлени, хăватлă техника туянни пирки те каларĕ. Кăтартуллисене ЧР Пуçлăхĕ М. Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе _ ял хуçалăх министрĕпе С. Артамоновпа патшалăх наградисене парса хавхалантарчĕç. Хисепе тивĕçнисем хушшинче Юхмапа Пăла тăрăхĕ тата унта пурăнакансем те пулчĕç. 26 пин ытла çын пурăнакан муниципаллă районсем хушшинче ирттернĕ ял хуçалăхĕнчи экономика ăмăртăвĕнче пирĕн район пĕрремĕш вырăн йышăннă. Апла пулсан ноябрĕн 10-мĕшĕнче, паян, Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче иртекен Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленость ĕçченĕсен кунне АПКра тăрăшакансен савăк кăмăлпа кĕтсе илмелĕх пур. Нăрваш Шăхалĕнчи "Труд" ЯХПК-ра чылай çул вăй хуракан К. Ульянова техник-осеменатор "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ" хисепе тивĕçрĕ. Çĕньял ял тăрăхне кĕрекен Анат Тăрмăшĕнчи Туслăх урамĕ республикăра йĕркеленĕ "Уйрăм секторти урамсене симĕслетесси тата хăтлăх кĕртесси" конкурсра çĕнтерỹçĕ пулнă.
Мероприятие хутшăнакансем чăваш тата ытти регионти эстрада артисчĕсен концертне пăхса савăнчĕç.
О. БЕЛЬДЕКОВА