Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пăва тата Патăрьел районĕсем малашне те килĕштерсе ĕçлĕç

Район администрацийĕ тĕрлĕ республикăри муниципаллă пĕрлĕхсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлет. Темиçе кун каялла çеç кỹршĕ регионти _ Тутар Республикинчи Пăва район пуçлăхĕ М. Зяббаров тата районăн ĕç тăвакан комитет ертỹçи Р. Камартдинов ертсе пыракан делегаци Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕпе, малашлăх планĕсемпе паллашнă. Çак тĕллевпе вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Р. Селивановпа пĕрле Анат Туçари В. Кузнецов фермер хуçалăхĕн пахча çимĕç управĕпе, Патăрьелĕнчи А. Хлебников предпринимателĕн сĕтел-пукан тата тимĕртен тĕрлĕрен япала туптаса кăларакан цехĕпе, Шăнкăртам ял тăрăхĕнчи Д. Земдихановăн пĕчĕк пекарьнипе паллашнă.

Юлашкинчен Тутар Республикинчи Пăва районĕн тата Патăрьел районĕн ертỹçисем малашне те туслă çыхăнура ĕçлесси пирки калакан килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 ноября 2017
16:55
Поделиться