Вăй-халĕ вĕресе тăрать
Кĕрхи каçсем вăрăм. Ĕç-хĕлĕ те чакса пынăран ял халăхĕн пушă вăхăт пурах. Ĕлĕкренех çавăнпа улах ларассине йĕркеленĕ. Вĕсене асли те, çамрăкки те хаваспах çỹренĕ. Кам унта алă ĕçĕ тунă, кам выляса-кулнă. Унчченхине аса илсе Турханти культура çуртĕнче те улах ларчĕç. Унта "Сывлăх" ушкăнне çỹрекенсем хутшăнчĕç. Пурте тивĕçлĕ канăва тухнăскерсем хăйсем. Чи асли те Л. Гусева _ 89 çулта. Ушкăна Галинăпа Геннадий Ларкузовсем ертсе пыраççĕ. Пурте хăйсене вăр-вар тытаççĕ. Çакна Çĕньялти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкултан килнĕ волонтерсемпе ирттернĕ флешмоб та çирĕплетет.
"Авангард" (газета Батыревского района)