Сывлăх кирлĕ мĕн ватăличчен
Кирек хăш чир те шухăша ярать. Ăна вăхăтра палăртни сиплев ĕçне кĕскетет. Çакна халăх патне çитерессишĕн тăрăшаççех шурă халатлăскерсем. Предприятисемпе организацисене тухса вĕсем лекцисем те вулаççĕ. Ку хутĕнче вара районти тĕп больницăна республикăри сывлăх сыхлавĕн министерствинчен медицина наукисен докторĕ Е. Артемьева килнĕ. Елена Геннадьевна пуçламăш звенора гипертони чирĕпе мĕнле кĕрешмелли çинчен тĕплĕн каласа панă.
"Авангард" (газета Батыревского района)