Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асра тытса, сума суса

Районти тĕп библиотекăра политика репрессийĕсенче хĕн тỹснисене асăнса "Асра тытатпăр..." асăну сехечĕ иртрĕ. Мероприятие уçса О. Моисеева библиотекарь çав вăхăтри йывăрлăхсене аса илчĕ, çынсене айăпсăрах тĕрмесенче нушалантарнине, персе вĕлернине каларĕ. Район администрацийĕн социаллă аталану, туризм, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсемпе ĕçлекен пай начальникĕ А. Куданова пухăннисене ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Социаллă хỹтлĕх пайĕн тĕп специалист эксперчĕ Л. Базманкина репрессире хĕн тỹснисене тивĕçекен çăмăллăхсемпе паллаштарчĕ. Н. Ракова библиотека ĕçченĕ политика репрессийĕнче республикăран хĕн тỹснисене асăнса кăларнă (2017 ç.) виççĕмĕш кĕнекене презентацилерĕ.

Пирĕн районта паянхи кун таса ята тавăрнă 37 çын пурăнать. Мĕн чухлĕ чăтăмлăх кирлĕ пулнă вĕсен. Мероприятие Туçа тăрăхĕнчен хутшăннă Мария Александровна Перепелкина (90 çулта), Шăнкăртамри Минтагир Минигалиевич Кучатов (86), Патăрьелĕнчи Георгий Трофимович Трофимов (81 çулта) иртнине куççуль витĕр аса илсе каласа кăтартрĕç.

Пухăннисен кăмăлне Первомайскинчи "Шуçăм" ансамбль ертỹçи, республикăри тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ В. Фролов тата Каншелĕнчи халăх ансамблĕн солисчĕ А. Ермилов шăрантарнă юрăсем уçрĕç.

А. ИВАНОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 ноября 2017
16:59
Поделиться