Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Чăвашсем чăвашлăхшăн!

Юпа уйăхĕн 28-мĕшĕнче К. В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Чăваш наци конгресĕн вуннăмĕш Аслă Пухăвĕ иртрĕ. Унта 280 яхăн делегат тата 160 хăна хутшăнчĕ. Вăл шутра пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пынă делегаци те.

Паллă самантсемпе çыхăннă вăл: шăпах 100 çул каялла чăваш халăхĕн пĕрремĕш Аслă Пухăвĕ пулнă, 25 çул каялла Чăваш наци конгресĕ йĕркеленнĕ. Сăмах май каласан, ун чухне те пирĕн районтан сумлă делегаци хутшăннă.

Тĕнче тăрăх сапаланнă чăвашсемшĕн çак пулăмсем витĕм кỹнех. Пĕр-пĕринпе çывăхланасси çаксенчен пуçланнă та.

Сумлă форума республика ертỹлĕхĕ те хутшăнчĕ. Ун умĕн, юпа уйăхĕн 27-мĕшĕнче, чăваш ĕçĕн хастарĕсене, регионти чăваш наци культура пĕрлĕхĕсен ертỹçисене (пирĕн районти организацин ертỹçи Д. Коннов) Правительство çуртĕнче йышăннă. Вĕсемпе тĕрлĕ отраслĕн министрĕсем тĕл пулнă, йăхташсене канăçсăрлантаракан ыйтусене сỹтсе явнă.

Конгресăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн президенчĕ Николай Угаслов доклад турĕ. ЧНК хăй мĕн пултарнине тума тăрăшать. Чăваш Акатуйĕ тăван республикăра кăна мар, çĕршыв тăрăх "çỹрет". Мускавран Крыма çитрĕ, кăçал Байкал кỹлли хĕрринче чăваш кĕвви-çемми янăрарĕ. "Кĕмĕл сасă", "Чăваш пики", "Халăх тумĕ" фестиваль-конкурссем те, чăваш кĕрешĕвĕ те тата ытти те йăлана кĕчĕç. Пурнăçламалли татах та пур. Вĕрентỹ ĕçĕнче тăван чĕлхене тивĕçлĕ вырăн парас, тĕнчери халăхсемпе, Атăлпа Урал хушшинчи кỹршĕсемпе çыхăнса ĕçлес тата ытти енĕпе çине тăрса вăй хумалла. Çак тата ытти ыйтăва хускатрĕç доклада сỹтсе явнисем. Чăваш Наци конгресĕн Президенчĕ пулма Николай Угасловах шанчĕç.

М. Игнатьев, ЧР Пуçлăхĕ: Наци вăйĕ _ халăх пĕрлĕхĕнче. Вăл çук пулсан пире нимĕнле тĕллев те пулăшас, çăлас çук. Чăваш наци конгресĕн хастарĕсем çине тăнипе республикăра кăна мар, регионсенчи йăхташсем те çыхăнусене çирĕплетсе, туслăха вăйлатса пыраççĕ. Малалла та çаплах пултăр.

Хаклав

Р. Селиванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

ЧНК хастарĕсен паянхи ĕçĕ пархатарлă. Ăна эпир, хамăрăн тĕрлĕ нациллĕ районăмăрта пурăннă май, пысăк витĕм кỹнине туйса тăратпăр. Халиччен туслă пурăнакан Юхмапа Пăла тăрăхĕн- че малашне те çак витĕм сỹн- мессе, вăл тата та вăйлăрах аталанса, çирĕпленсе пырасса шанса тăратпăр та. Районти комитет ĕçне вăйлатмалла, туслăха çирĕплетес ĕçре пурин те вăй хумалла.

Д. Коннов, ЧНК Патăрьел районĕнчи комитет ертỹçи:

Пирĕн районта тĕрлĕ нациллĕ халăх пурăнать. Вĕсен интересĕсене, йăла-йĕркине тытса пырас тата малалла аталантарас пирки эпир хамăрăн комитетра яланах сỹтсе яватпăр, май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Туслăхра вăй пулассине пурте ăнланатпăр, ăна аркатма никамăн та хал ан çиттĕр тесе тăрăшатпăр.

М. Мадюкова, ЧНК съезчĕн делегачĕ:

Эпĕ ЧНКан 1-мĕш съездне те хутшăннăччĕ. Унтанпа 25 çул иртрĕ. Кашни Аслă Пухурах çĕнĕлĕх кĕртеççĕ, чăвашлăха аталантарасси пурне те кăсăклантарать. Çак ыйтусене татса парасси вырăнти комитет еплерех ĕçленинчен те килет, паллах. Юлашки вăхăтра шкулсенче чăваш чĕлхи урокĕсене чакарни пурне те шухăшлаттарать. Паянхи съездра та çак ыйту малта тăни ăна кирлĕ пек татса парас шанчăка çуратрĕ.

Н. МАЗЯКОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 октября 2017
10:38
Поделиться