Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Яш-кĕрĕм усал йăласене сивлет

"Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акцие халалласа районта октябрĕн 16-23-мĕшĕсенче "Спорт! Çамрăклăх! Сывлăх!" темăпа буклетсен конкурсĕ иртнĕ. Унта яшсемпе хĕрсем 30 ытла ĕç тăратнă. Ачасем эрех-сăра, наркотик тата ытти сиенлĕ япаласем сывлăхшăн усăллă маррине тĕплĕн сăнланă. Тỹресем Сăкăтри вăтам шкулта 8 класра вĕренекен Л. Черно- ван буклетне пысăка хурса хакланă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата Первомайскинчи Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ пĕлỹ çуртĕнче ăс пухакан А. Сафьяновпа Н. Савинова иккĕмĕш тухнă. Виççĕмĕш вырăна Н. Васильева (Турхан), Р. Чебенова (Хирти Пикшик) тата А. Анюрова (Сăкăт) пайланă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 октября 2017
16:28
Поделиться