Иртнипе хальхи: уйрăмлăхсем палăрмаллах
Вырăнсенче пайщиксен отчетлă пухăвĕсем вĕçленчĕç. Вĕсенче тавар туянакансем суту-илỹ ĕçĕнчи лайăххипе пĕрлех çитменлĕхсене те палăртса хăварчĕç. Пайщиксен сĕнĕвĕсем райпон малашнехи аталанăвĕн никĕсĕ пулса тăраççĕ. Вĕсене пурнăçлассишĕн яваплă çынсем çине тăрса ĕçлĕç те ĕнтĕ. Çаксене тĕпе хурса пуçларĕ хăйĕн сăмахне райпо канашĕн председателĕ А. Иванов уполномоченнăйсен отчетпа суйлав пухăвĕнче.
Конкуренци пысăк пулин те 237 суту-илỹ точки куллен кирлĕ таварсем сутассипе çине тăрса ĕçлеме тăрăшать. Хăшĕ-пĕри тăкаклă вăй хурсан те вĕсене эрнере 3-4 хутчен çăкăр леçессине те кирлĕ пек йĕркеленех. Кăçал Шăнкăртамри лавккара тавара харпăр-хăй суйласа илесси çине куçнă. Пăлапуç Пашьелĕнче çĕнĕ планировка тунă. Лавкка куллен акцисене хутшăнать. Унта таварсен хакне йỹнетессипе те ĕçлеççĕ. Çавна май таварçаврăнăшĕ 11,2 процент ỹсме пултарчĕ. Туçара, Тутар Сăкăтĕнче тата Турханта çĕнĕ форматпа ĕçлемелли проектсем хатĕрлесе пыраççĕ.
Иртнĕ çул Татмăшри, Вăтаелĕнчи, Треньелĕнчи, Тăрăнти куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккасенче шыв кĕртессипе тата канализаци ыйтăвĕпе тимленĕ. Пурлăхпа техника базине çирĕплетме 5 миллион тенкĕ ытла укçа тăкакланă. Кăçалхи иртнĕ 9 уйăхра вара Ыхра Çырминчи, Турханти, Упамсари, Тури Тăрмăшĕнчи лавккасенче юсав ĕçĕсем тунă. Çитес çул Тури Чакăсене, Сителсене, Хирти Пикшиксене, Кивĕ Катексене, Кзыл Камышсене çакнашкалли кĕтет.
35 суту-илỹ тата обществăлла апатлану предприятийĕнче тỹлевшĕн терминалтан татăлаççĕ. Çакă та тавар туянакана меллех.
Обществăлла апатлану предприятийĕсем кăçалхи 9 уйăхра тăкаксăр ĕçленĕ пулин те таварçаврăнăшне чакарнине палăртса хăвармалла. Вĕсен тивĕçтерỹ культурине, апат пахалăхне лайăхлатма тиветех.
Отчетлă тапхăрта хатĕрлев çаврăнăшĕ 36 миллион тенке çитнĕ. Ытларах сĕт туянассипе ĕçленĕ. Турхан тата Первомайски тăрăхĕсенче ку енĕпе ăнăçлă вăй хураççĕ. Кунсерен икĕ автомашина çирĕм яла çитет. Çакă ку енче пурăнакан халăхшăн та аван. Килти ытлашши продукцие сутни çемье бюджетне тĕреклетме пулăшатех. Çавах аш-какай, пахча-çимĕç, улма-çырла туянассипе çине тăрса ĕçленĕ теме çук. Пасар экономики тапхăрĕнче тытăнса тăрас тесен çĕнĕлĕхсем шырама тивет.
Халăха 121 тонна çăнăх хывăхĕ, 269 тонна тĕш-тырă, 19 тонна комбикорм сутнă. Удобренипе тивĕçтермелли майсем те пур. Ялсенче çĕр улми, люцерна, викăпа сĕлĕ вăрлăхĕсем те каяççĕ. Çăмарта тăвакан чăхсемпе бройлер чĕпписем сутассине те йĕркене кĕртнĕ. Пурлăхпа техника бази пуянах мар пулин те выльăх апачĕ, иккĕмĕшле чĕр тавар хумалли, эмел курăкĕ типĕтмелли склад пур.
Çăкăр-булка хатĕрĕсене 269 тонна пĕçерсе кăларнă. Кондитер изделийĕсене 68,7 тонна хатĕрленĕ. 8 тĕрлĕ çĕнĕ продукци кăларма пикеннĕ. Ĕçре вара технологи оборудованийĕсем кивелни чăрмав кỹретех. Çавна май печенисемпе пĕремĕксен ассортиментне ỹстерме çук. Çакă ĕç тухăçлăхне пысăклатса сахалрах вăйпа умри тĕллевсене пурнăçлассинче те кансĕрлет.
"Кадрсем пурне те татса параççĕ", _ теççĕ халăхра. Вĕсен квалификацине ỹстерес тĕлĕшпе тимлеççех. Анат Туçари (заведующийĕ Н. Заплаткина), Тутар Сăкăтĕнчи (З. Хасянова), Алманчăри (Г. Азизова), Упамсари (О. Филиппова), Первомайскинчи (А. Кошелева), Пỹртлĕри (Е. Степанова), Пăлапуç Нурăсĕнчи (Т. Урмакова), Тикешри (М. Курамшина), Турханти (В. Латышова), Аслă Чементи (В. Фролова), Каншелĕнчи (Р. Ильина) лавккасенче, "Юность" (Т. Кальметова) кафере, çăкăр заводĕнчи кондитер цехĕнче (бригадирĕ Ф. Куртлюкова), çăкăр пĕçернĕ çĕрте (И. Сорокина) хăйсен ĕçри ăсталăхне çамрăксене хăнăхтарса пыраççĕ. Çавах çакăнпа килĕшсе лармалла мар. Кадрсен резервĕ те кирлĕ. Çамрăксене çак ĕçе ытларах явăçтарма тăрăшмалла. Пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртассине йĕркелемелле. Мĕнпур отрасле тухăçлă ĕçлеттермелле. Çакна пухăва хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов та çĕклерĕ. Рудольф Васильевич райпо коллективĕ тăкаксене хупласа тупăш çулĕ çине тăнине палăртрĕ.
_ Кивелнĕ оборудованисене çĕнетессине мала хумалла. Сăхмана кирек хăш енчен сапласан та çĕтĕкех юлать, ăшшине тытмасть. Вĕсемпе тăкакĕ те пысăкрах. Таварсен ассортиментне сăнасах тăмалла. Çĕнĕрен-çĕнĕ кондитер хатĕрĕсем кăларса вĕсене район тулашне илсе тухассипе ĕçлемелле,_ терĕ сăмах илсе "Чăвашпотребсоюз" канашĕн председателĕ В. Павлов. Малалла Валерий Михайлович юлашки уйăхсенче республикăри районсенче хута янă çĕнĕ обьектсемпе паллаштарчĕ. Кỹршĕсенчен вĕренмелли нумаййине палăртрĕ.
Отчетсене (ревизи комиссийĕнне унăн председателĕ Л. Краснова турĕ) сỹтсе явма 40 çул райпо системинче сутуçăра ĕçлекен Н. Абужарова, Алманчăри куллен кирлĕ таварсен лавккинчи Г. Ази- зова хутшăнчĕç. Вĕсем те пĕр вăхăт тавар турттарасси япăхланнине, халĕ майлашăнса пынине палăртрĕç. Çакнашкал ĕçлесе кайсан çулталăка тата та ăнăçлăрах вĕçлеме пултарасса шаннине каларĕç. "Чăвашпотребсоюз" правленийĕн представителĕ Л. Абрамова та кредит парăмĕсене чакарма пултарнине ырларĕ. Малашне сĕт, аш-какай, ытти чĕр тавар ытларах хатĕрлесси çине тимлĕх уйăрма сĕнчĕ.
Конкуренци пысăк суту-илỹре. Курттăммăн сутакан лавккасем ("Магнит", "Сахарок", "Светофор"), уйрăмшар тавар сĕнекен предпринимательсен ларекĕсем кунсерен кăмпа евĕр "шăтаççĕ". Вĕсен хушшинче çухалса каймалла марах. Халăха çемçе çăкăр-булка сĕнсе-и, унран аш-какайпа сĕтне пухса-и ялсенчи куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккасене уттарма тăрăшмаллах. Сутуçăсен çаврăнăçулăхĕ, таварсен ассортименчĕ кирлех. Çак шухăш патне пычĕç пухăва хутшăннă уполномоченнăйсем. Иртнĕ тапхăрти ĕçе вăтам хак пачĕç. Райпо совечĕн председателĕ пулма А. Ива- новах шанчĕç.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Иртнипе хальхи%
уйрёмлёхсем палёрмаллах
Вырёнсенче пайщиксен отчетлё пухёв.сем в.=ленч.=? В.сенче тавар туянакансем суту-ил\ .=.нчи лайёххипе п.рлех =итменл.хсене те палёртса хёварч.=? Пайщиксен с.н.в.сем райпон малашнехи аталанёв.н ник.с. пулса тёра==.? В.сене пурнё=лассиш.н яваплё =ынсем =ине тёрса .=л.= те .нт.? +аксене т.пе хурса пу=лар. хёй.н сёмахне райпо канаш.н председател. А? Иванов уполномоченнёйсен отчетпа суйлав пухёв.нче?
Конкуренци пысёк пулин те 237 суту-ил\ точки куллен кирл. таварсем сутассипе =ине тёрса .=леме тёрёшать? Хёш.-п.ри тёкаклё вёй хурсан те в.сене эрнере 3-4 хутчен =ёкёр ле=ессине те кирл. пек й.ркеленех? Кё=ал Шёнкёртамри лавккара тавара харпёр-хёй суйласа илесси =ине ку=нё? Пёлапу= Пашьел.нче =.н. планировка тунё? Лавкка куллен акцисене хутшёнать? Унта таварсен хакне й\нетессипе те .=ле==.? +авна май тавар=аврёнёш. 11:2 процент \сме пултарч.? Ту=ара: Тутар Сёкёт.нче тата Турханта =.н. форматпа .=лемелли проектсем хат.рлесе пыра==.?
Иртн. =ул Татмёшри: Вётаел.нчи: Треньел.нчи: Тёрёнти куллен кирл. таварсем сутакан лавккасенче шыв к.ртессипе тата канализаци ыйтёв.пе тимлен.? Пурлёхпа техника базине =ир.плетме 5 миллион тенк. ытла ук=а тёкакланё? Кё=алхи иртн. 9 уйёхра вара Ыхра +ырминчи: Турханти: Упамсари: Тури Тёрмёш.нчи лавккасенче юсав .=.сем тунё? +итес =ул Тури Чакёсене: Сителсене: Хирти Пикшиксене: Кив. Катексене: Кзыл Камышсене =акнашкалли к.тет?
35 суту-ил\ тата обществёлла апатлану предприятий.нче т\левш.н терминалтан татёла==.? +акё та тавар туянакана меллех?
Обществёлла апатлану предприятий.сем кё=алхи 9 уйёхра тёкаксёр .=лен. пулин те тавар=аврёнёшне чакарнине палёртса хёвармалла? В.сен тив.=тер\ культурине: апат пахалёхне лайёхлатма тиветех?
Отчетлё тапхёрта хат.рлев =аврёнёш. 36 миллион тенке =итн.? Ытларах с.т туянассипе .=лен.? Турхан тата Первомайски тёрёх.сенче ку ен.пе ёнё=лё вёй хура==.? Кунсерен ик. автомашина =ир.м яла =итет? +акё ку енче пурёнакан халёхшён та аван? Килти ытлашши продукцие сутни =емье бюджетне т.реклетме пулёшатех? +авах аш-какай: пахча-=им.=: улма-=ырла туянассипе =ине тёрса .=лен. теме =ук? Пасар экономики тапхёр.нче тытёнса тёрас тесен =.н.л.хсем шырама тивет?
Халёха 121 тонна =ёнёх хывёх.: 269 тонна т.ш-тырё: 19 тонна комбикорм сутнё? Удобренипе тив.=термелли майсем те пур? Ялсенче =.р улми: люцерна: викёпа с.л. вёрлёх.сем те кая==.? +ёмарта тёвакан чёхсемпе бройлер ч.пписем сутассине те й.ркене к.ртн.? Пурлёхпа техника бази пуянах мар пулин те выльёх апач.: икк.м.шле ч.р тавар хумалли: эмел курёк. тип.тмелли склад пур?
+ёкёр-булка хат.р.сене 269 тонна п.=ерсе кёларнё? Кондитер изделий.сене 68:7 тонна хат.рлен.? 8 т.рл. =.н. продукци кёларма пикенн.? ,=ре вара технологи оборудований.сем кивелни чёрмав к\ретех? +авна май печенисемпе п.рем.ксен ассортиментне \стерме =ук? +акё .= тухё=лёхне пысёклатса сахалрах вёйпа умри т.ллевсене пурнё=лассинче те канс.рлет?
«Кадрсем пурне те татса пара==.»: _ те==. халёхра? В.сен квалификацине \стерес т.л.шпе тимле==ех? Анат Ту=ари (заведующий. Н? Заплаткина): Тутар Сёкёт.нчи (З? Хасянова): Алманчёри (Г? Азизова): Упамсари (О? Филиппова): Первомайскинчи (А? Кошелева): П\ртл.ри (Е? Степанова): Пёлапу= Нурёс.нчи (Т? Урмакова): Тикешри (М? Курамшина): Турханти (В? Латышова): Аслё Чементи (В? Фролова): Каншел.нчи (Р? Ильина) лавккасенче: «Юность» (Т? Кальметова) кафере: =ёкёр завод.нчи кондитер цех.нче (бригадир. Ф? Куртлюкова): =ёкёр п.=ерн. =.рте (И? Сорокина) хёйсен .=ри ёсталёхне =амрёксене хёнёхтарса пыра==.? +авах =акёнпа кил.шсе лармалла мар? Кадрсен резерв. те кирл.? +амрёксене =ак .=е ытларах явё=тарма тёрёшмалла? П.р-п.рин хушшинче ёмёртассине й.ркелемелле? М.нпур отрасле тухё=лё .=леттермелле? +акна пухёва хутшённё район администраций.н пу=лёх. Р? Селиванов та =.клер.? Рудольф Васильевич райпо коллектив. тёкаксене хупласа тупёш =ул. =ине тёнине палёртр.?
_ Кивелн. оборудованисене =.нетессине мала хумалла? Сёхмана кирек хёш енчен сапласан та =.т.кех юлать: ёшшине тытмасть? В.семпе тёкак. те пысёкрах? Таварсен ассортиментне сёнасах тёмалла? +.н.рен-=.н. кондитер хат.р.сем кёларса в.сене район тулашне илсе тухассипе .=лемелле:_ тер. сёмах илсе «Чёвашпотребсоюз» канаш.н председател. В? Павлов? Малалла Валерий Михайлович юлашки уйёхсенче республикёри районсенче хута янё =.н. обьектсемпе паллаштарч.? К\рш.сенчен в.ренмелли нумаййине палёртр.?
Отчетсене (ревизи комиссий.нне унён председател. Л? Краснова тур.) с\тсе явма 40 =ул райпо системинче суту=ёра .=лекен Н? Абужарова: Алманчёри куллен кирл. таварсен лавккинчи Г? Ази-
зова хутшёнч.=? В.сем те п.р вёхёт тавар турттарасси япёхланнине: хал. майлашёнса пынине палёртр.=? +акнашкал .=лесе кайсан =улталёка тата та ёнё=лёрах в.=леме пултарасса шаннине калар.=? «Чёвашпотребсоюз» правлений.н представител. Л? Абрамова та кредит парём.сене чакарма пултарнине ырлар.? Малашне с.т: аш-какай: ытти ч.р тавар ытларах хат.рлесси =ине тимл.х уйёрма с.нч.?
Конкуренци пысёк суту-ил\ре? Курттёммён сутакан лавккасем («Магнит»: «Сахарок»: «Светофор»): уйрёмшар тавар с.некен предпринимательсен ларек.сем кунсерен кёмпа ев.р «шёта==.»? В.сен хушшинче =ухалса каймалла марах? Халёха =ем=е =ёкёр-булка с.нсе-и: унран аш-какайпа с.тне пухса-и ялсенчи куллен кирл. таварсем сутакан лавккасене уттарма тёрёшмаллах? Суту=ёсен =аврёнё=улёх.: таварсен ассортименч. кирлех? +ак шухёш патне пыч.= пухёва хутшённё уполномоченнёйсем? Иртн. тапхёрти .=е вётам хак пач.=? Райпо совеч.н председател. пулма А? Ива-
новах шанч.=?
А? Астраханцева