Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вĕрентекенсем спортра та харсăр

Районти вĕрентỹ учрежденийĕсенче вăй хуракансен 2016-2017 вĕренỹ çулĕсенчи спартакиадин пĕтĕмлетĕвĕн кăтартăвĕсем чылайăшне савăнтарчĕç. Вăтам шкулсем хушшинче пĕрремĕш вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш (вырăнти профсоюз организацийĕн председателĕ З. Чабатова), иккĕмĕшне _ Нăрваш Шăхалĕнчи (Т. Михайлова), виççĕмĕшне Турханти (А. Ефимова) вĕрентỹ учрежденийĕсенче вăй хуракансем тухрĕç.

Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Кивĕ Ахпỹртсем (М. Табакова), Çĕнĕ Ахпỹртсем (А. Тукмакова), Çĕньялсем (Т. Антонова) малти вырăнсенче.

Пуçламăш шкул-ача сачĕсенче ĕçлекенсем ăмăртусене хутшăнни те кăмăллă. Вĕсенчен пĕрремĕш вырăна Шăхачсем (В. Мылова), иккĕмĕшне Упамсасем (О. Купцова), виççĕмĕшне Татмăшсемпе (В. Солдатова) Красномайскисем (А. Зимина) йышăнчĕç.

А. ИВАНОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 октября 2017
10:47
Поделиться