Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăх _ чи хаклă пуянлăх

Сывлăхран хакли нимĕн те çук. Анчах та çак хаклă пурлăха упрама чылайăшĕ пĕлместпĕр. Сывлăх хавшасран сыхланасси, ăна еплерех упрасси пирки сăмах пычĕ районти тĕп библиотекăн вулав за- лĕнче иртнĕ тĕл пулура. Унта районти ветерансен канашĕн, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи пенсионерсен "Савăнăç" клубĕн членĕсем, тĕрлĕ обществăлла пĕрлешỹсен представителĕсем хутшăнчĕç.

Мероприятие районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Н. Никитина уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Пухăннисене кашнийĕшĕн хăйĕн сывлăхĕ çине пысăк яваплăхпа пăхма кирли пирки Шупашкартан килнĕ "ЧувашияКурорт" кану çурчĕн ĕçченĕсем И. Григорьевăпа Л. Григорьева тĕплĕн ăнлантарса пачĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлне çутатакан электронлă презентаципе паллаштарчĕç.

Н. Мулякова врач-терапевт аслă çулхисен хăйсен сывлăхне епле упрамалли, чирлесен мĕнле эмелсемпе сипленмелли çинче чарăнса тăчĕ. Республикăри Хĕрарăмсен канашĕн ертỹçин çумĕ Т. Денисова пухăннисене кĕскен канашăн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Кашниех хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем çине тулли хуравсем илчĕç.

Н. МАЗЯКОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 октября 2017
10:52
Поделиться